АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çул тимлĕхе юратать

03 июня 2015 г.

Çул тимлĕхе юратать

Район администрацийĕнче çул çинче хăрушсăрлăхпа тивĕçтерес енĕпе ĕçлекен комиссин ларăвĕ иртнĕ. 2015 çулхи 1-мĕш кварталăн пĕтĕмлетĕвĕсемпе РФ ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи «Урмарский» уйрăмĕн ГИБДД пайĕн аслă инспекторĕ В.Кузьмин паллаштарнă. Вăл палăртнă тăрăх, кăçалхи пĕрремĕш кварталта çул-йĕрпе транспорт инкекĕсем, пĕлтĕрхипе танлаштарсан, 16,6 процент таран чакнă.

Комисси членĕсем çуллахи вăхăтра шкул ачисене çул-йĕр правилисене ăнлантарас ĕçе вăйлатмалли çинчен каланă. Ку енĕпе туса ирттернĕ ĕçсем пирки райадминистрацин вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Ю.Соколов чарăнса тăнă. Ларура çавăн пекех районти 39-мĕш номерлĕ пушар хуралĕн «ЧР пушара хирĕç кĕрешекен службăн 9-мĕш номерлĕ федераллă отрячĕн» начальникĕ Д.Григорьев, район больницин тĕп врачĕ В.Кириллов тухса калаçнă.

 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: Н.НИКОЛАЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика