03 июня 2015 г.
Выльăх-чĕрлĕх усракансене сĕт ыйтăвĕ тахçантанпах канăç памасть. Хăш енĕпе чуна ыраттарать-ха вăл? Ĕне выльăха усраса унăн продукцине сутнин хăй хаклăхĕ тивĕçтермест халăха. Кашни çулах çуркуннепе çуллахи тапхăрта йĕркеленекен туяну хакĕсем йÿнĕрен кăмăлсăр пулнине те тĕрĕсех палăртаççĕ. Ку ыйту пирки Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.Игнатьев Патшалăх Канашне янă Çырура çапла палăртнă йĕркесем пур: «Сĕт туса илесси çулталăкĕпех тупăш илме май паракан тухăçлă отрасль шутланать. Анчах та вăл лайăх ĕçлетĕр тесен рынока хутшăнакансен - сĕт туса илекенсен, ăна пуçтаракансен тата тирпейлекен организацисен - хăйсен хушшинче пĕр-пĕриншĕн усăллă вăрах вăхăтлăх хутшăнусем йĕркелемелле». Чăваш Ен Пуçлăхĕ пире çул кăтартса пынине пурнăçлассишĕн районта ĕçсем аван пыраççĕ. Акă май уйăхĕн вĕçĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ - ялхуçалăх пайĕн начальникĕ Д.Иванов район территорийĕнче сĕт пуçтаракансемпе тĕл пулнă. Вĕсемпе пĕрле районти ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, ЧР Патшалăх ветеринари службин «Выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен Вăрмар районĕнчи станци» патшалăх учрежденийĕн начальникĕ В.Александров килнĕ. Тĕл- пулура калаçу ытларах сĕт хакĕ, пахалăхĕ, сĕт паракансемпе туянакансем хушшинчи килĕшÿ тăвасси пирки пынă.
Паянхи куна уйрăм кил хуçалăхĕсенчен районта сĕт пуçтаракансем улттăнтан ĕçлеççĕ тата Вăрмар райповĕ те пуçтарать. Сĕте хальхи вăхăтра 12 тенкĕпе пуçтараççĕ. Унăн пахалăхне районти ветеринари службин ĕçченĕсем тĕрĕслесех тăраççĕ, куçран вĕçертмеççĕ.
Тĕлпулу вăхăтĕнче сĕт сутакансемпе илекенсем хушшинчи килĕшÿ тăвассине вĕçлемелли, çавăн пекех пахалăхне кура хушса тÿлесси пирки калаçнă. Мăйракаллă шултра выльăх усракансемпе калаçусем ирттермелли çинчен тепĕр хут аса илтернĕ. Килĕшÿпе ĕçлени икĕ еншĕн те шанчăклă пулнине пĕлтернĕ.
Кивĕ Вăрмар, Энĕшпуç, Пысăк Енккасси ял тăрăхĕсенче сĕтĕн çуллăхне кура хушса тÿлеме тытăннă. Ку ĕç районта малалла пырать.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: Н.ШИШКИНА.