03 июня 2015 г.

Кăçалхи июнĕн 2-7-мĕшĕсенче Регионсем хушшинчи çамрăксен вĕрентĕвĕн 7-мĕш форумĕ «МолГород-2015» иртет. Ăна Шупашкарти «Буревестник» кану базин территорийĕнче ирттерме палăртнă. Çулсерен çак форума тĕрлĕ пĕлÿ облаçĕсенчи экспертсем тата 500 яхăн хăна хутшăнать, кăçал 1,5 пин çын хутшăнĕ. Йăлана кĕнĕ йĕркепе форум вĕрентÿ, спорт тата культурăпа илĕртÿллĕ программăсемпе пуян пулĕ. «МолГород-2015» форума çамрăксен юхăмĕсен обществăлла организацисемпе пĕрлешĕвĕсен делегацийĕсем, предприятисемпе организацисенче ĕçлекен çамрăксен канашĕсем, студентсемпе вĕренекенсен хăй тытăмлăх органĕсем, волонтер организацийĕсем, Чăваш Ен, Раççей Федерацийĕн регионĕсен тата ют çĕршыв çамрăкĕсем хутшăнĕç. Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕпе хисепленекен пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта 8,10-мĕш классенче вĕренекен, çулталăк тăршшĕпе шкул пурнăçĕнче активлă хутшăнакан, олимпиадăсемпе конкурссенче лайăх кăтартусемпе палăракан 9 çамрăк хутшăнать.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: Т.ВАЗЮКОВА.