30 мая 2015 г.

Чăваш Республикинчи «Чувашия» ГТРК, Чăваш Енри наци телерадиокомпанийĕпе «Советская Чувашия» хаçат пĕрле хатĕрленĕ «Пирĕн республика. Тĕп тема» çĕнĕ проект майăн 26-мĕшĕнче эфира тухнине вулакансем пĕлеççĕ ĕнтĕ. Ку хутĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ М.Игнатьев Чăваш Республикинче çĕнĕ ĕç вырăнĕсем туса парса граждансене ĕçе вырнаçтарасси, регионта инвестици проекчĕсене пурнăçа кĕртесси, кадрсене çĕнĕрен хатĕрлесе çитересси, вак бизнеса аталанма пулăшасси пирки телекуравçăсене каласа панă. Халĕ программăн хаçат версийĕпе паллаштарасшăн.
Юлташпа килĕшÿ пулсан
Кунта В.Маяковскин сăвă йĕркисем аса килеççĕ. «Çулсем шăваççĕ, вун çичĕ çула пусатăп. Ун чух ăçта ĕçлес ман, мĕн тăвас?» Çамрăк çын пулас профессине тĕрĕс суйласа илсен хăйĕн шăпине палăртать, çакă çĕршыв аталанăвĕнче пысăк вырăн йышăнать. Çавăнпа та ĕнтĕ кадрсене хатĕрлесе çитересси экономика политикинче калама çук пĕлтерĕшлĕ.
Ĕç параканпа педагогика коллективĕсем техникăлла специальноçа алла илессипе пĕрле хатĕрленĕ вĕрентÿ заведенийĕсем çумĕнче ресурс центрĕ туса хуни пĕлтерĕшлĕ.
Çĕршыв шайĕнче кун çине кирлĕ чухлĕ тимлĕх нумай пулмасть уйăрма тытăннă пулсан (2015-2020 çулсенче профессилле вăтам пĕлÿ вĕрентĕвĕн системине лайăхлатса пыма мартăн 3-мĕшĕнче Раççей премьер-министрĕ Д.Медведев хушăва алă пуснă), пирĕн республикăра вара çакă самаях аталаннă. Сăмахран, 2013 çулта «Элара» АУО тата Шупашкарти электромеханика колледжĕ пĕрле ĕçлемелли килĕшĕве çирĕплетнĕ. М.Игнатьев вĕрентÿ мастерскойĕсене пăхнă май, çакна палăртнă: «Кунта та «Элара» цехĕнчи пекех шăратса çыпăçтармалли станцисем, технологи приборĕсем, вентиляци системи пур, тасалăх хуçаланать».
Республика Пуçлăхĕн пуçарăвне шута хурса «Элара» АУО генеральнăй директорĕ А.Углов тата тĕп хуламăрти электромеханика колледжĕн директорĕ А.Судленков ресурс центрне йĕркелесе ярассипе пысăк ĕç тунă. Колледжран ĕçлеме хатĕр специалистсем кăларасси - пирĕн тĕп тĕллев, çавăнпа та вĕсен вĕренÿ процесĕнчех ĕç вырăнĕнчи условисене хăнăхса пымалла. Техникăна алла илес енĕпе вĕренекен çамрăк специалистсене хатĕрлес çĕрте патшалăх тата профессилле вăтам вĕрентÿпе бизнес ресурсĕ пĕрле килĕштерсе ĕçлемелле»,- палăртнă Чăваш Ен Пуçлăхĕ М.Игнатьев. «Элара» руководителĕ А.Углов М.Игнатьевпа калаçнă май, унăн предприятийĕн мастерскойĕсен пурлăхпа техника базине çĕнетме 5 млн тенкĕ укçа тăкакланине пĕлтернĕ, çапах та экономикăпа социаллă эффекчĕ тăкакран чылай пысăкрах.
Колледж радиоэлектроника енĕпе професси илес текен аслă çулхи çынсене тепĕр хут вĕрентсе хатĕрлес ыйтупа та ĕçлет. Кунта кадрсем чăнласах та çитмеççĕ. Юлашки çулсенче НПК «Элара» АУО валли радиоэлектронлă аппаратурăпа тата ытти приборсемпе ĕçлекен 100 ытла монтажник хатĕрленĕ.
Ĕç станокĕ умĕнче
Шупашкарти электромеханика колледжĕн 4 ресурс центрĕ пур: кунти вĕрентÿ программи 5 тĕрлĕ професси, 9 специальноçпа хатĕрлесе кăларать. Электротехникăсăр пуçне энергетика, информаци технологийĕсем тата машиностроени центрĕсем ĕçлеççĕ. Трактор завочĕсем концерн йĕркеленĕ производство площадкинче хальхи йышши станоксен операторĕсем, фрезеровщиксем, токарьсем хатĕрлеççĕ. Машинăсем тăвакан холдингăн вĕрентĕве хывнă капиталĕ 11 миллионпа танлашать. Чăваш Ен Пуçлăхне колледж директорĕ А.Судленков пĕлтернĕ тăрăх, рабочи профессине алла илес текен дипломлă çынсен шучĕ пысăк. Çавăнпа та вĕренÿ ушкăнĕсем тăтăшах йĕркеленеççĕ. «Пурнăç çулĕ çине тухса пыракан паянхи çамрăксен çакна шута хурас пулать, - палăртнă М.Игнатьев. - Аслă пĕлÿ илни çинчен калакан диплом тĕпре мар, чи пахи - хăв суйласа илнĕ професси çĕршыва усă кÿтĕр. Лайăх та ăста специалистсем - рабочисем - паян аван ĕçлесе илеççĕ».
Испанецсем Чăваш Ене хисеплеççĕ
Чăваш Ен территорийĕнче юлашки пилĕк çул хушшинче инвестицин 100 проектне пурнăçа кĕртнĕ, çав шутра ют çĕршыв капиталĕпе пысăк технологиллĕ 12 пин ĕç вырăнĕ йĕркеленĕ. Тĕслĕхрен, ваннăй пÿлĕмĕсем валли изделисем туса кăларакан тĕнчипе палăрнă Рока Групп компанипе 2007 çултанпа пĕрле ĕçлекен «Керамика» тулли мар яваплă обществăна илсе кăтартма пулать. Паянхи кунччен Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар хулисенче «Сантек» маркăллă суту-илÿре керамикăран сантехника изделийĕсем туса кăларнă, 2011 çулта акрилтан гидромассаж тăвакан тата ахаль ваннăйсем туса кăларакан виççĕмĕш завода хута янă. Чăваш Республикин Пуçлăхĕпе Раççейри Рока Групп завод директорĕ Антонио Линарес Ногерăпа тахçанхи туссем, çавăнпа та пулĕ вĕсен хушшинчи туслăх, «Керамика» изделийĕсене туянас текенсем ÿссе пынă пекех, кашни тĕлпулурах çирĕпленсе пырать. Паянхи кун çакă Раççейре пĕрремĕш вырăнта.
Пирĕн çĕр çинче ĕçлесе чăн-чăн Чăваш патриочĕ пулнине палăртать Испани бизнесменĕ. Кунта кирек-мĕнле тавлашуллă ыйтусене те çăмăллăнах татса парса техникăлла документсене килĕштерме пулать.
Рока Группăн Раççейре 7 завод, çавсенчен виççĕшĕ - Чăваш Енре. Çакă Çĕнĕ Шупашкарта çĕнĕ проектсене ĕçе кĕртме шанчăк çуратать. Антонио Линарес Ногера вырăсла лайăх калаçнине палăртнă Михаил Игнатьев тата ăна пĕрле ĕçленĕшĕн тав тунă. «Керамика» тулли мар яваплă обществăна ĕçе яни Çĕнĕ Шупашкарта 1-9 процент таран ĕçсĕрлĕхе пĕтерме май панă.
«Продукцие потребительсем хаваспах туянаççĕ, çавăнпа та республикăпа хула бюджетне те укçа-тенкĕ аван куçса пырать», - тесе палăртнă республика Пуçлăхĕ М.Игнатьев. Чăваш Енре çĕнĕ производствăсем тăвас тата халĕ ĕçлекеннисене модернизацилес тĕлĕшпе 2020 çулччен бюджет мар çăлкуçсенчен 85 миллиард тенкĕ тупма палăртнă. Çакă республикăра пурăнакансене çĕнĕ ĕç вырăнĕсемпе тивĕçтерме май парать.
Ĕçчен хĕрĕн историйĕ
Кадрсене вĕрентсе хатĕрлессипе «Аспект» методикăлла вĕрентÿ центрĕ палăрмаллах вăй хурать. Ку вăл - граждансене мобильлĕ тата çаврăнăçуллă системăпа вĕрентсе хатĕрлекен нумай функциллĕ хушма вĕренÿ заведенийĕ. Вĕсен тĕп задачи - ĕç вырăнĕсĕр тăрса юлнисене çĕнĕрен ĕç тупма пулăшасси. «Аспект» пулăшăвĕпе тин çеç 22 çул тултарнисем 170 пин граждан усă курнă.
Кунта семинар-тренингсенче ĕçлеме корпоратив клиенчĕсене те вĕрентсе хатĕрлеççĕ. «Аспект» преподавателĕсем харпăр хăй тĕллĕн ĕç пуçарма, бизнес-план тума пулăшаççĕ тата тĕрлĕрен консультацисем те параççĕ. «Аспект» центра вĕренсе тухнин усси пулнине Марина Ибрагимова ĕçне пăхса тухсан та туйса илме пулать. Вăл пĕрле ĕçлекенсемпе Атăлăн сулахай çыранĕнчи хыр вăрманĕнче вырнаçнă пĕр пысăках мар çурт туянса унта 60 вырăнлăх çемьепе канса сывлăха çирĕплетмелли центр йĕркелесшĕн.
Республика Пуçлăхĕ çакна ырланă - сĕннĕ проекта Чăваш Енри туризм аталанăвĕн концепцийĕпе пăхса тухаççĕ. Çав вăхăтрах ĕçре йывăрлăхсем пуласси пирки те асăрхаттарать. Марина Ибрагимова умра йывăрлăхсем пулассине пурне те ăнланнине, çав хушăрах вăл хăйне хăй шаннине пĕлтерет. Вăл 2009 çулта Шупашкарти педагогика университетĕнчи художествăпа графика факультетĕнчен вĕренсе тухсан ĕç тупайманнипе ăна ĕçпе тивĕçтерекен центр «Аспект» методикăлла вĕрентÿ центрне вĕренме янă. Кунта вăл интерьер енĕпе дизайнер курсне пĕтернĕ те клининг пулăшăвĕпе усă курма шутланă. Проект туса хатĕрленĕ, ăна ырланă, унтан 58 пин те 800 тенкĕлĕх патшалăх субсидийĕ илнĕ. Çак укçапа вăл пылесос, ноутбук тата кăштах çумалли-тасатмалли япаласем туяннă. Хваттерсене тасаттарас текенсем тупăнсах тăнă, саккассем нумайланнă май вăл ытти çынсене те ĕçе явăçтарнă. Коллектив ÿссех пынă. Вĕсем вара хваттерсене кăна мар, заводсенчи цехсемпе хула урамĕсене те тирпей-илем кĕртме тытăннă. Пылесоссем çумне тракторсемпе агрегатсем те туянма тивнĕ.
Марина Ибрагимова хăй умне лартнă тĕллеве пурнăçлама, хăйĕн бизнесне çĕнĕрен те çĕнĕ çулпа яма пултаракан çын. Вăл япаласене химилле майпа тасатса çумалли (прачечнăй-химчистка) уçнă. Италинче туса кăларнă оборудованипе кунне 1 тонна ытла япала çума пултарать. Унта Шупашкар хулинчи учрежденинчен кăна мар Чăваш Республикинчи ытти районсенчен те пулăшу ыйтма килеççĕ. Çапла майпа вăл пĕтĕмпе 400 ытла ĕç вырăнĕ йĕркеленĕ, çав шутра ĕçсĕр инвалидсем валли те. Ĕçчен хĕрачан историйĕ М.Игнатьева килĕшнĕ пулмалла. Вăл Ибрагимовăна экономика аталанăвĕ, сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствисене тата Шупашкар хула администрацине çырупа тухма каланă. «Пуçаруллă çынсем республикăра ытларах та ытларах хушăнса пыраççĕ - тенĕ республика Пуçлăхĕ кăмăллăн. - Паллах, кун пек пултаруллисене влаçăн пулăшмалла».
Лару-тăрăва сăнасах тăрĕç
Çулталăк пуçланнăранпа кăна предприятисенчен 680 çынна ĕçрен кăларнă. «Советская Чувашия» хаçат корреспонденчĕ ĕçсĕрлĕхе пĕтерес пирки панă ыйту çине М.Игнатьев çапла хуравланă: «Предприятисенче ĕçлеттерекенсем çынсен шутне чакарни ытларах ют çĕршывсенчи санкцисене пула килсе тухнă. Кăçалхи апрелĕн 1-мĕшĕ тĕлне ĕçсĕр граждансен йышĕ 5 пинрен чакнă, çакă çулталăк пуçламăшĕнчипе танлаштарсан сахалтарах. Ĕçпе тивĕçтерекен центрта 1,8 пин ĕç паракансенчен 13,4 пин ваканси пур. Ытларах рабочи специальноçлисене шыраççĕ. Унсăр пуçне медицина сестрисен, воспитательсен, менеджерсен, инженерсен вакансийĕсем пур. Ĕçе вырнаçма пулать. Республика Правительстви ку енĕпе лару-тăрăва сăнасах тăрать. Рынок мониторингĕ палăртнă тăрăх, экономика лару-тăрăвĕ начарланас пулсан 2015 çулăн иккĕмĕш çурринче вăл 20 пысăк тата вăтам организацисене пырса тивме пултарать. «2015 çулта Чăваш Енре социаллă тĕреклĕх тата экономика аталанăвĕн çирĕплĕхне пăхса тăрас енĕпе хатĕрленĕ планпа» килĕшÿллĕн ĕç рынокĕнчи йывăрлăха ÿсме памастпăр. Ĕçсĕр тăрса юлма пултараканнисене ĕçпе тивĕçтерекен центр та вăхăтлăх ĕç тупса парĕ, вĕрентсе професси илме пулăшĕ. Çак ĕçсем валли 131 млн тенкĕ ытла укçа уйăрнă.
Чăваш Енре ертсе пыракан промышленность предприятийĕсен тата электромеханика колледжĕн ĕçри туслă çыхăнăвĕпе Раççейри регионсенче кăна мар, ют çĕршывсенче те интересленеççĕ. 2015 çулхи сентябрь уйăхĕнче Пĕтĕм халăхсем хушшинчи семинара 9 çĕршыв представителĕ хутшăнать.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: "Советская Чувашия"