АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ачасем - пурнăç илемĕ

30 мая 2015 г.

Ачасем - пурнăç илемĕ

Июнĕн 1-мĕшĕ - Ачасене хÿтĕлемелли пĕтĕм тĕнчери кун. Ăна июнь уйăхĕн пĕрремĕш кунĕнче паллă тăваççĕ, вăл кун ачасен çулталăкĕпех кĕтнĕ çуллахи каникулсем, ăшă та савăк кунсем пуçланаççĕ.

Çак куна халалласа Вăрмарти «Родничок» ача садĕнче «Нарспи» поэмăн авторне К.В.Иванова халалласа чаплă мероприяти иртрĕ. (Ÿкерчĕк çинче «Родничок» ача садне çÿрекенсем).

Ача - çыннăн чи хаклă пуянлăхĕ, шанчăкĕ, ачасенче - пирĕн пуласлăх. Кашни ашшĕ-амăшĕ хăйĕн пепки тĕрĕс-тĕкел, ăслă-тăнлă, çĕршыва юрăхлă çын пулса çитĕнтĕр тесе нумай вăй хурать. Раççейре, республикăра, районта ача амăшĕпе ачалăх институтне çирĕплетессишĕн нумай ĕçсем туса ирттереççĕ. Сăмахран, ачасен йышĕ ÿстĕр тесе Раççей Федерацийĕ иккĕмĕш ача çуратнăшăн амăшĕн ?çемье% капиталĕн сертификачĕпе тивĕçтерет, республика виççĕмĕш е ун хыççăнхи ачасем çуралсан 100 пин тенкĕлĕх сертификат парать, пурлăх енчен пулăшу памалли программăсене пурнăçа кĕртет. Район администрацийĕ те ку енĕпе лайăх ĕçлет, нумай ачаллă çемьесене çĕр лаптăкĕсем уйăрса парать, çурт лартса парать тата ытти те. Йышăннă мерăсене пула Чăваш Енре нумай ачаллă çемьесен йышĕ палăрмаллах ÿсрĕ. Юлашки çулсенче республикăра кăна мар, пирĕн тăрăхра та чылай ырă улшăнусем пулса иртнĕ - Пысăк Енккасси тата Пинер ялĕсенче çĕнĕ шкулсем уçăлнă, пĕлтĕр кăна 5-мĕш номерлĕ «Родничок» ача сачĕ хута кайрĕ, ачасене спортпа çывăхлатма «Илем» физкультурăпа спорт комплексĕ те ĕçлет - ачасене аталантарма, тĕрĕс-тĕкел çитĕнтерме условисем çителĕклĕ. Çакă, паллах, вырăнти яваплă çынсем республика Правительствипе тачă çыхăнура ĕçленинчен те килет. Урăхла каласан, ачасем çирĕп сывлăхлă ÿсчĕр, паха пĕлÿ илччĕр, вĕсен спортпа туслашма, пултарулăх енĕпе ĕçлеме мĕн пур май пултăр, ăс-хакăлпа кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчен йĕркеллĕ аталанччăр тесе мĕн кирлине пурне те тума тăрăшать район администрацийĕ. Çакăн пек савăнăçлă улшăнусем малалла та пулса иртессе, чăваш ачисем лайăх та ырă çынсем пулса çитĕнессе, пурнăçра пысăк çитĕнÿсем тума пултарасса шанас килет.

 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: Т.ВАЗЮКОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика