27 мая 2015 г.

Аслă Çĕнтерĕве 70 çул тултарнине халалласа Чăваш Республикинчи судьясен Канашĕ планпа килĕшÿллĕн çарпа патриотизм юррисен фестиваль-конкурсне ирттернĕ. Унта районти ?хулари% 8 суд системин ĕçченĕсем хутшăннă. Вăрмар район сучĕн ĕçченĕсем асăннă конкурса хутшăнса хăйсен пултарулăхне кăтартнă. Суд администраторĕ А.Матвеев, А.Иванов рабочи, Г.Васильев водитель, пай пуçлăхĕ Л.Максимова, Тăвай судĕнчи Г.Николаев судья, унăн пулăшуçи Л.Ильина, суд секретарĕ С.Ильина, Аслă Чак ялĕнче пурăнакан Г.Матвеева баянист, Г.Николаев судьян мăшăрĕ З.Николаева çарпа-патриотизм юррисене хавхаланса чуна пырса тивмелле юрланă. Фестиваль-конкурсра Вăрмар район сучĕн коллективĕ Хисеп грамотине тивĕçнĕ.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: А.МАТВЕЕВ.