АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çулсем лайăхланĕç

27 мая 2015 г.

Çулсем лайăхланĕç

«Чăвашавтодор» акционерсен уçă обществин Вăрмарти çул-йĕрĕн юсавпа строительство участокĕ республикăпа районти çулсене тăвассипе, юсассипе, реконструкцилессипе тата вĕсене пăхса тăрассипе ĕçлет. Организаци икĕ административлă район территорийĕсенчи çул-йĕре - Вăрмар тата Куславкка - пăхса тăрать.

Вăрмарти çул-йĕр участокĕ республика пĕлтерĕшлĕ 44,160 километр, вырăнти - 171,505 километр çула пăхса-юсаса тăрать. Хĕлле, паллах, юртан хырса тасатаççĕ, çуркунне - пухăннă пылчăкран, çулла шăтăк-путăксене саплаççĕ тата ытти чылай ĕçсем туса ирттереççĕ кунта вăй хуракансем. Пăхса тăракан çулсем çинче 9 кĕпер те пур, вĕсен пĕтĕмĕшле тăршшĕ 358,67 километрпа танлашать. Вăрмар тăрăхĕнчи мĕн пур çулсене «Чăвашавтодор» акционерсен уçă обществин Вăрмарти çул-йĕрĕн юсавпа строительство участокĕ хĕлĕн-çĕвĕн пăхса тирпейлесе тăрать. Организацин тĕп ĕçĕсем шутне çаксене кĕртмелле: хатĕрленÿ ĕçĕсем, территорисене тирпей-илем кĕртесси, асфальтпа бетон хутăшĕсене туса кăларасси тата ытти те. Çул-йĕре çулталăк тăршшĕпе пăхса тăрасси ансат ĕç мар. Çапах та хăйсен тивĕçне вăхăтра тата пахалăхлă пурнăçлаççĕ çул-йĕр ĕçченĕсем. Вĕсем чи малтанах халăх пурнăçĕшĕн яваплă, çын ытларах автомашинăпа çул çинче çÿрет. Мастерсем çул-йĕр паллисене тĕрĕс лартнинчен, уйăрмалли йĕрсене палăрмалла тунинчен автотранспорт кăлтăксăр та хăрушсăр çÿрĕ.

«Чăвашавтодор» организацийĕ хăйĕн ĕçĕнче çĕнĕ йышши технологисемпе, оборудованипе усă курать, кунта вăй хуракансен професси опычĕ те çул-йĕр ĕçĕсене кĕске вăхăтра тата пахалăхлă пурнăçлама пулăшать. Çак кунсенче çул-йĕр организацийĕ «Энĕш-Хуруй-Атайкасси-Энĕшпуç» автоçулĕ çинче шăтăк-путăксене саплассипе (А.Гурьев оператор ĕç вăхăтĕнче), «Тикаш-Хĕрлĕçыр» автоçулĕ çинче барьер картисене сăрлассипе, «Энĕш» автоçулĕ çинче çÿп-çапсене, çул-йĕр паллисене вырнаçтарассипе тимлет. Çак ĕçсене 9 çын тата 4 техника хутшăнать.

Аса илтеретпĕр, 2009 çулта «Чăвашавтодор» акционерсен уçă обществин Вăрмарти çул-йĕрĕн юсавпа строительство участокне Шупашкарти территорипе производство управленийĕ çине куçарнă.

 

2015 çулта районти 5 ял территорийĕсенче 4 километр та 350 метр тăршшĕ çул сарма палăртнă: Чупай ялĕнчи Зарубин урамĕнче 1 км, Энĕшпуç ялĕнчи Чакинская урамĕнче 600 метр, Вăрмар поселокĕнчи Ворошилов урамĕнче 1 км та 150 метр, Çĕнĕ Кавал ялĕнчи Николаев урамĕнче 900 метр, Урнар ялĕнчи Мир урамĕнче 700 метр çĕнĕ çул сарĕç. Çак ĕçсене пурнăçламашкăн пурĕ 4 млн та 289 пин те 251 тенкĕ укçа уйăрнă. Федераци бюджетĕнчен - 1 млн та 198 пин те 306 тенкĕ, республика бюджетĕнчен - 2 млн та 876 пин те 482 тенкĕ, вырăнти бюджетран - 214 пин те 463 тенкĕ.

 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: Т.ВАЗЮКОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика