27 мая 2015 г.

Кивĕ Мăнтăр ялĕнчи Ильинсен çемйине чылайранпа пĕлетĕп. Мĕн çамрăкранах вĕсен ĕç кун-çулĕ выльăх-чĕрлĕхпе çыхăннă.
Валентина Петровнăпа Николай Иосифович Ильинсем малтанхи вăхăтри «Россия» совхозра фермăра вăй хунă. Каярахпа уйрăм çын хушма хуçалăхĕ (ЛПХ) мелĕпе килте вите туса лартса сысна ĕрчетсе янăччĕ. Пурнăç кайăкĕ çунатне сарса хурать те малаллах вĕçет. Çак хушăра вĕсем çемье çавăрса 5 ача çуратса пурнăçăн анлă çулĕ çине кăларнă. Надеждăпа Татьяна çемйисемпе Санкт-Петербург хулинче ĕçлесе пурăнаççĕ. Андрей Çĕнĕ Шупашкарта çемйипе тĕпленнĕ. Альбинăпа Альбертăн çемйисем хăйсен ялĕнчех пурăнаççĕ. Ашшĕпе амăшне ытларах вĕсен çемйисем пулăшаççĕ те ĕнтĕ. Пур ĕçе те пĕрле туслăн канашласа туса пыраççĕ. Çулсем иртнĕçемĕн Ильинсем çак витере мăйракаллă шултра выльăхсем усрама шухăшлаççĕ. Паянхи куна вĕсем 15 пуç, çав шутра сăвакан ĕне 8, иккĕшĕ пăрулас умĕнхи тапхăрта, ыттисем февраль уйăхĕнче пăруланă пăрусем. Ильинсен картиш тулли выльăх-чĕрлĕх. Хĕрĕ Альбина Николаевна хресчен ?фермер% хуçалăхне йĕркелесе аталантарас, йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерессипе грант мелĕпе патшалăх пулăшăвĕ илессишĕн программăна хутшăнса 1 млн та 100 пин тенкĕ укçа илнĕ. Тăрăшакана патшалăх та пулăшать тенĕ пек, ĕçчен çемье йывăрлăхран хăраман, халĕ вĕсем ума лартнă тĕллеве пурнăçа кĕртессишĕн вăй хума тытăннă та ĕнтĕ. «Укçине илме аван пулсан, ĕçлеме те ÿркенмелле мар. Района, республикăна ертсе пыракансем шанаççĕ пулсан, пирĕн мĕншĕн алă усса лармалла. Район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитинпа унăн заместителĕ - ялхуçалăх управленийĕн начальникĕ Д.Иванов сĕнĕвĕпе тата эпĕ те пулăшма пулнипе пуçăнчĕ-ха пирĕн хĕр Альбина Николаевна çак яваплă ĕçе», - терĕ кил хуçи Николай Иосифович хăйсен ĕçĕ-хĕлĕ пирки паллаштарма ыйтсан. «5 çул хушшинче мăйракаллă шултра выльăхсен йышне 70 пуçа çитерме тĕллев лартнă. Ĕçĕ çăмăл мар, ирхи шуçăмпа тытăнатпăр та таврана тĕттĕм сĕмĕ çапсан тин киле кĕретпĕр. Тавтапуç Константин Владимировичпа Дмитрий Геннадьевича тата хамăрăн аттене ĕçре пулăшса пынăшăн», - тет фермер ĕçне тин çеç пуçăннă Альбина Николаевна (ÿкерчĕк çинче).
Ĕçлеме пур условисем те çителĕклĕ, апла пулсан Ильинсене ĕçре ăнăçу сунар.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: А.НИКОЛАЕВА.