АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăваш, тутар, çармăссем - туслăн пĕрле пурăнар!

23 мая 2015 г.

Чăваш, тутар, çармăссем - туслăн пĕрле пурăнар!

Майăн 12-15-мĕшĕсенче Йошкар-Ола хули çывăхĕнче вырнаçнă Куяр поселокĕнчен аякрах мар «Сосновая роща» ачасен сывлăхне çирĕплетекен кану лагерĕнче туристсен слечĕ «ТатЧуМара» иртнĕ. Кăçал туристсене Мари Эл çĕрĕ йышăнчĕ. Пурĕ 19 ушкăн: Тутар Республикинчен - 4, Марисен - 10, Чăвашсен - 3 команди (Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар хулисемпе тата эпир, вăрмарсем), Киров хулинчен 2 ушкăн хутшăнма кăмăл тунă.

Район командине йĕркелесе яма райадминистрацин пуçлăхĕн заместителĕ, вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Ю.Соколов тата профсоюз комитечĕн председателĕ Е.Николаева пулăшу пачĕç. Çак слета пирĕн районтан 12 вĕрентекен хутшăнчĕ: Н.Авакова, Э.Бормисова (Кавал), А.Петрова (Чулкас), Р.Теплова (Аслă Чак), А.Яковлева (Энĕшпуç), Е.Павлов (Пысăк Енккасси), К.Васильев (Арапуç), А.Павлов, С.Романова (Кĕлкеш), О.Мефодьев (Тикаш), Н.Кузьмина (Вăрмарти шкул0, Л.Николаева (туристсен инструкторĕ).

«ТатЧуМара» - Тутар, Чăваш Ен, Мари Эл вĕрентекенĕсем хушшинче туризм енĕпе иртекен ăмăрту. Кăçал вăл 44-мĕш хут пулчĕ. Мари Эл Республикин вĕрентÿпе çамрăксен политикин министрĕн заместителĕ А.Иванов, республикăри çутĕçпе наука ĕçченĕсен профсоюз организацийĕн представителĕ Н.Киселева саламласа ăнăçусем сунчĕç.

Вĕрентекенсен тĕрлĕ конкурссем витĕр тухма тивнĕ. 7 дипломпа таврăнчĕç туристсем: креведенипе (Н.Авакова, С.Романова) - 3-мĕш вырăн, литераторсен конкурсĕнче Э.Бормисова - 1-мĕш вырăн, хаçатсен конкурсĕнче - 1-мĕш вырăн (тĕп редактор - С.Романова), чупассипе А.Петрова 3-мĕш вырăн йышăннă.

Кану саманчĕсене те усăллă ирттерме тăрăшрĕç вĕрентекенсем. Каçсерен кăвайт умĕнче юрăсем шăрантарни туслăха татах çирĕплетрĕ. «Çĕр сум пуличчен çĕр тус пултăр», - тени куçкĕретех. Чăвашсем пур халăхпа та туслă пурăнма тăрăшни пĕр-пĕрне йывăр самантсенче пулăшнинче курăнчĕ. Тĕрлĕ конкурссене хутшăнни вĕрентекене малалла творчествăлла ĕçлеме, пысăк ÿсĕмсем тума пулăшасса шанас килет.

 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: Р.ТЕПЛОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика