АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сывă пул, юратнă шкулăм!

23 мая 2015 г.

Сывă пул, юратнă шкулăм!

Майăн 22-мĕшĕнче Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта тата районти ытти шкулсенче юлашки шăнкăрав сасси янăрарĕ.

Çак паллă пулăма халалланă мероприятие район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин, Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул директорĕ П.Алексеев, райадминистрацин пуçлăхĕн заместителĕ, вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Ю.Соколов тата ытти яваплă çынсем хутшăннă. Кăçал ку шкултан 11-мĕш классенче вĕренекен 65 çамрăк тата 9-мĕш классенче 87 вĕренекен яш-кĕрĕм аслă çула тухать. Пĕлтĕр 11-мĕш класс пĕтерекен 70, 9-мĕш класс пĕтерекен 93 ача пулнă. 2015 çулта районĕпе илсен 11-мĕш класс 126, 9-мĕш класс - 268 çамрăк пĕтерет, 2014 çулта 11-мĕш класс - 125, 9-мĕш класс - 274 ача вĕренсе пĕтернĕ. Шкул вĕренсе пĕтерекенсене саламланă май экзаменсене лайăх тытма, хăйсене килĕшекен институт-университетăн, училищĕ-техникумăн студенчĕсен йышне кĕме ăнăçу сунчĕç. Пурнăçăн аслă çулĕ çине тухма хатĕрленекенсем тăван шкула, вĕрентекенсене яланах асра тытма шантарчĕç. «Эсир - пирĕн пуласлăх, сирĕнте пирĕн шанăç. Вĕрентекенсем сире хăйсен пуян та пысăк опытне пачĕç, сирĕн ăна кирлĕ çĕрте, кирлĕ вăхăтра тĕрĕс усă курма вĕренмелле. Хăвăр пухнă пĕлĕве сая ан ярăр, çĕршыва кирлĕ специалистсем пулса усăллă ĕçсем тăвăр. Сире кашни утăмра ăнăçусем кĕтсе тăччăр, малалла çирĕппĕн утăр», - пĕтĕмлетсе каларĕç шкул ачисене саламлама килнĕ яваплă çынсем.

Ачалăх иртсе пынине, çĕнĕ пурнăç пуçланассине палăртса юлашки шăнкăрав янăрарĕ. Унăн сасси савăнăçлăн та, тунсăхлăн та илтĕнчĕ, нумайăшĕн чĕрисенче тĕрлĕ шухăшсем çуратрĕ.

 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: Т.ИВАНОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика