20 мая 2015 г.

Аслă Çĕнтерĕве 70 çул çитнине халалланă митинг Çиçтĕпе ялĕнче палăк умĕнче иртрĕ, унта халăх йышлăн пуçтарăннă. Вăрçăра вилнисене асăнса тахçанах лартнă палăк кивелсе пĕтнĕччĕ, иртсе кайнă чухне чун ырататчĕ. Уяв тĕлне вара ăна никĕс çине лартса плиткăпа илемлетрĕç, сăрларĕç, ÿкерчĕкĕсене те çĕнĕрен турĕç, вăрçăра пулнă салтаксен ячĕсене те Шупашкара кайса илемлĕн çыртарнă. Çак ĕçе вара хамăр ял çынни, çемьере тĕрĕс воспитани илсе çитĕннĕ Владислав Леонидович Павлов хăй çине илсе ырă тĕслĕх кăтартрĕ. Вăл, чăннипех те, хамăр ялшăн чунтан тăрăшакан ырă кăмăллă çын. Ялти клубра-и, е ытти çĕрте - мĕнле мероприяти ирттерме палăртаççĕ - вăл яланах пулăшу кÿрет. Унăн ырă кăмăлĕшĕн, ялта çакăн пек çын ÿссе çитĕннишĕн эпир чунтанах савăнатпăр. Малашнехи пурнăçĕнче те унăн тараватлăхĕ ан иксĕлтĕр, ырă кăмăлĕ те утас çулне уçса пытăр.
Митинг ирттерме Кавал ял тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕ В.Адюков килнĕ, уяв ячĕпе саламларĕ. Палăка тирпейлесе тăракансене тав сăмахĕсем каларĕç. Ял халăхĕ çак палăкшăн чăннипех те савăнчĕ.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: Н.ГРИГОРЬЕВА, С.АНДРЕЕВА.