АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çирĕп çемье - сывă общество

20 мая 2015 г.

«Патшалăх вăл - пысăк çемье, çемье вара - юрату çинче тытăнса тăракан пĕчĕк патшалăх»,- пĕлтерет халăх ăсĕ. Юрату, пĕр-пĕриншĕн тăрăшни, пĕрне-пĕри хисеплени, шанни, ăнланма тата каçарма пĕлни - питех те пĕлтерĕшлĕ çак паха енсем çирĕп те туслă çемьери хутшăнусене йĕркелеççĕ. Çирĕп çемье -сывă обществăн, Чăваш Енпе Раççейĕн телейлĕ пуласлăхĕн шанчăклă никĕсĕ», - палăртнă ЧР Пуçлăхĕ М.Игнатьев хăйĕн саламĕнче.

Çемье Кунне Раççейре 1993 çултанпа анлăн паллă тăваççĕ. Пирĕн тăрăхра та çак çĕршывшăн, çемьешĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ уява райадминистрацин ларусен залĕнче çав тери ăшă лару-тăрура кĕтсе илчĕç. Кунта Вăрмар тăрăхĕнчи 6 çемьене - Вăрмар поселокĕнчи Рэма тата Алексей Гавриловсене, Арапуçĕнчи Клавдия тата Геннадий Яковлевсене, Энтриялĕнчи Генриэтапа Василий Андреевсене, Кĕтеснер ял тăрăхĕн Эçпепе ялĕнчи Лидия тата Виталий Ивановсене, Кивĕ Вăрмар ялĕнчи Людмила тата Геннадий Рублевкинсене, Евгения тата Василий Толматовсене - вĕсен сумлă юбилейĕсемпе - ылтăн туйĕсемпе - 50 çул пĕрле шăкăл-шăкăл калаçса, пĕрне-пĕри ăнланса пурăннă, çак кăмăллă та чыслă уявпа саламлама Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин, Вăрмар хула тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ Л.Голубева, ЗАГС пайĕн заведующийĕ В.Волкова, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, район библиотекин ĕçченĕсем, хăнасем пухăннă.

Чи малтанах вĕсене ача-пăчасен Вăрмарти ÿнер шкулĕн директорĕ Т.Гаврилова уяв ячĕпе ăшшăн саламларĕ, пĕр-пĕрне сыхлама тата туслă пурăнма чĕнсе каларĕ юрăра. Унтан районти ЗАГС пайĕн заведующийĕ В.Волкова тата районти библиотека ĕçченĕ С.Щербакова çемье пĕлтерĕшĕ пирĕн кулленхи пурнăçра епле пысăк вырăн йышăннине палăртрĕç. Унтан район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин сăмах илчĕ: «Ырă кун пултăр, кунта килнĕ мăшăрсем - çемье юбилярĕсем, чаплă лару-тăрăва хутшăнакансем. Сире, ырă та çутă уявпа - Пĕтĕм тĕнчери çемье кунĕпе чĕререн саламлатăп. Кашни çыншăн çемье - чи хакли. Савăнăç-и, пăшăрханмалли самантсем-и - вĕсене эпир, паллах, хамăра çывăх çынсемпе пайлатпăр. Шăпах юратнă кил-йыш пире çынсене хисеплеме вĕрентсе ÿстерет, пĕр-пĕрне пулăшса пыни пурнăçра пысăк пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăннине туйса илме пулăшать». Константин Владимирович ЧР Пуçлăхĕн М.Игнатьевăн саламлă çырăвне вуласа пачĕ. Унтан уявăн историне, ăна мĕншĕн уяв пек уявлама палăртнине каларĕ. Çамрăк çемьесене сыхласа хăварас тĕллевпе Чăваш Енре епле пĕлтерĕшлĕ ĕçсем туса ирттернине палăртрĕ. Кунта килнĕ юбилярлă мăшăрсене çемье вучахне çур ĕмĕр хушши упраса хăварма пултарнишĕн Тав çырăвĕсемпе пĕрлех чĕрери чи ăшă сăмахсемпе саламласа паянхи çамрăксемшĕн çакă ырă тĕслĕх пулнине палăртрĕç район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин, Вăрмар хула тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ Л.Голубева, асăннă ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем. Çемье юбилярĕсен ачисем, вĕсен мăнукĕсем, мăнукĕсен ачисем çак паллă уявпа саламларĕç, вĕсем те аслă ăрурисем пек пулма тăрăшнине пĕлтерчĕç.

 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: И.КУПРИЯНОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика