АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Ир вăранакан тутă пулнă»

20 мая 2015 г.

«Ир вăранакан тутă пулнă»

Çак ваттисен каларăшне тикашсем çирĕппĕн тытса пыраççĕ. Кунти хресчен (фермер) ĕçченĕсем çуракине вăхăтра та ăнăçлă вĕçлессишĕн канăçа пĕлмесĕр тенĕ пекех вăй хучĕç. Çавăнпа та ĕçĕ те курăмлă. Сăмахран, «Иванов Н.А.» хресчен ?фермер% хуçалăхĕнче çуракине вĕçлерĕç, кĕçех ыттисем те акса-лартса пĕтерĕç.

Кăçал Н.Иванов фермер Тикаш ял тăрăхĕнче 350 гектар çĕр çинче пĕрчĕллĕ культурăсем акрĕ. Ял тăрăхĕнче пушă выртакан çĕр çуккине кура кÿршĕ ял тăрăхĕнчи - Шăхальти 100 гектар çĕр çинче кĕрхи культурăсем акса хăварнă пулнă. Николай Анатольевич çĕр ĕçĕпе кăна мар, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессипе те вăй хурать. Çавна май вăл 30 гектар çинче нумай çул ÿсекен курăксем çитĕнтерет. Тикаш ял тăрăхĕнче ытти фермерсем те аталанса вăй илсе пыраççĕ, «Иванов В.А» хресчен (фермер), руководителĕ В.Иванов, «Иванов И.Н.» хресчен (фермер) хуçалăхĕ, руководителĕ И.Иванов, «Передовик» тулли мар яваплă обществăн агропромышленность комплексĕ, руководителĕ В.Кандаков, «Сарабай» тулли мар яваплă обществăн ялхуçалăх предприятийĕ, руководителĕ А.Ульянов, «Ильин В.И.» хресчен (фермер) хуçалăхĕ, руководителĕ В.Ильин, «Сапаркин А.Г.» хресчен (фермер), руководителĕ А.Сапаркин, «Кĕтне» хресчен (фермер), руководителĕ В.Михайлов, «Грачев С.Г», руководителĕ С.Грачев, «Звезда» хресчен (фермер) хуçалăхĕ, руководителĕ Н.Кабаков, «Тихонов А.Н.» уйрăм çын предприниматель, руководителĕ А.Тихонов. Вĕсем пурте ĕçлеме ÿркенмен, сăмаха çилпе вĕçтерме юратман çынсем, пуçăннă ĕçе малалла тивĕçлипе пурнăçлакансем. Çавăнпа та вĕсене ял халăхĕ те шанать, кирлĕ пулсан яланах пулăшма хатĕр.

«Çурхи кун çулталăк тăрантарать», - текен ваттисен сăмахĕсене тĕпе хурса вăй хураççĕ. Лайăх çанталăкăн кашни минучĕпе туллин усă кураççĕ. Çакна та шута илмелле: хамăр туса кăларнă ялхуçалăх продукцийĕпе вырăнти халăха та, ыттисене те тивĕçтерессишĕн тăрăшаççĕ.

Пĕрчĕллĕ культурăсене акса пĕтерсен çĕр улми ани çине куçма хатĕрленеççĕ. Çапла вара, çураки кĕçех вĕçленĕ.

 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: В.НАРСОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика