АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Салтак Праски хăюлăхĕ

16 мая 2015 г.

Салтак Праски хăюлăхĕ

Çакăн пек чĕннĕ пирĕн аннене ялта. «Салтак», - тени хăех анне мĕн чăтса, тÿссе ирттерни çинчен калать. Вăрçă çулăмĕ витĕр тухса тăван яла çитнине вара анне телей вырăнне хуратчĕ.

Мăнçырма ялĕнчи Крестина Васильевнăпа Данил Тарасович Даниловсен çемйинче 1919 çулта кун çути курнă вăл. Шел пулин те амăшĕ Праскине çуратсан чире кайса ура çине тăраймасăрах çĕре кĕнĕ. Ултă уйăхри хĕрача тăлăха тăрса юлать. Юрать-ха, амăшĕн йăмăкĕсем, Аннапа Марина, ачана хăйсем патне усрама илсе каяççĕ. Çапла вара Праски шкул çулне çитиччен Тикаш ялĕнче ÿссе çитĕнет. Данил Тарасович Праскине Мăнçырма шкулне вĕренме ярать. Пĕр енчен лайăх пулнă-ха, шкулĕ ялтах, таçта кайса çÿремелле пулман. Тепĕр енчен ама çури амăшне юраса, пăхăнса пурăнмалла пулнă. Ача ачах ĕнтĕ, урамра чупас та, выляс-кулас та килнĕ пулĕ. Пирĕн аннен вара апла тума юраман, ĕçлемелле пулнă. Шкулта та аван вĕренет ĕçчен Праски. Çичĕ çул вĕренсе пĕтерсен анне торф кăларма Иваново хулине ĕçлеме тухса каять. Çул çитмен хĕрача аслисемпе пĕр шай ĕçлет, йывăрлăхра пуçне усмасть. Торф кăларма ятарласа вăхăтне кăтартса çырнă килĕшĕвĕн (договорăн) вăхăчĕ пĕтсен киле таврăнать. Вăл вăхăтра çĕршывра вăрçă пынă пулнă. Киле таврăнсан та Праскин канма май килмест. Вăрçă йывăрлăхĕ ялти ытти çынсенни пекех анне умне те çитет. Ялти икĕ хĕре Праскипе Варкине районти военкоматран повестка парса йĕре-йĕре салтака ăсатаççĕ. Малтан - Канаша, унтан Мускав хулине çитеççĕ çамрăксем. Унта вĕсене çур çул вĕрентнĕ хыççăн фашистсем лартнă минăсене шыраса тупса, асăрханса кăларма яраççĕ. Темĕн чухлĕ тимлĕ пулсан та хĕр-салтаксем сирпĕне-сирпĕне кайнине куççуль витĕр каласа паратчĕ анне. Вăрçăра пулнă тĕслĕхсене каласа панă чухне манăн хамăн та темĕн чухлĕ куççуль юхнă, аннепе юнашар ларса макăраттăмччĕ. Мĕн курнине пурне те тĕплĕн нихăçан та каламан вăл, «юрамасть, эпир вăрттăнлăха упратпăр»,- тесе алă пуснă тетчĕ. Вĕсен чаçĕнче пĕтĕмпех хĕрсем пулнине калатчĕ. Ăçта тата хăш вырăнта пулнине каллех каламан, вăрттăнлăхра упранă, питĕ пĕлес килсен военкоматран кайса ыйтма хушатчĕ. 1942 çулта кĕркунне вăрçа тухса кайнă та вăл, вăрçă пĕтсен тепĕр уйăхран киле таврăннă. Праски Çĕнтерĕве Тула облаçĕнче кĕтсе илнине каласа паратчĕ. Аннене аса илсе тата Аслă Çĕнтерĕве 70 çул çитнине халалласа сăвă йĕркисем шăранчĕç:

Кăвак куçлă, сенкер пĕлĕт пек,

Сарă çÿçлĕ хитре кăлкан пек,

Тыттараççĕ хĕре хĕç-пăшал

Вăхăчĕ-çке ун чух пит сахал.

Фашист лартнă минăна шыраса

Хĕр-салтак утнă питĕ хăраса.

Питех асăрханса шырасан та

Пурпĕрех вĕçеççĕ сывлăша.

Праскин служба вăрçăри

Сирпĕннĕ пыракан ун çумри.

Хитре хĕр, чăвашран Канашран

Асилетчĕ йывăр пулнăран.

Чăвашран çирĕппи тĕнчере

Тупăнман та пулман тек чаçре.

Темĕн чухлĕ салтаксем çухатса

Пытараççĕ куççуль юхтарса.

Кăвак куçлă, сенкер пĕлĕт пек,

Сарă çÿçлĕ, хитре кăлкан пек

Çĕнтерÿçĕ киле таврăнать,

Сывă килнишĕн кукаç савăнать.

Çамрăк хĕр кăштах килте пурăнсан 1947 çулта, пурнăç самайлансан, Микулайпа пĕрлешсе венчет тăваççĕ, хăна пуçтараççĕ. Туслă çемьере 1948 çулта ывăл çуралать. Анчах унăн кун-çулĕ питех те кĕске пулать, 1 çулталăк пурăнсанах çĕре кĕрет. Аттепе аннен калама çук пысăк хуйхине, 1949 çулта çуралнă ывăлĕ, Михаил кăштах сирет. Тепĕр виçĕ çултан эпĕ çут тĕнчене килнĕ, 1955 çулта Андрей, 1958 çулта Алексей çуралаççĕ. Çапла вара Перасковья Даниловнăпа Николай Иванович нумай ачаллă çемье çавăраççĕ. Виçĕ ывăл та пĕр хĕр çемьене илем кÿреççĕ. Ывăлĕсем пурте салтака юрăхлă пулса çитĕннĕ: Михаил Ульяновскинчи ракетлă чаçре виçĕ çул службăра пулнă. Иккĕмĕш ывăлĕ, Андрей, салтакра чухне 1975 çулта пирĕн атте çĕре кĕрет. Тепĕр хуйхă пирĕн çемьене килсе çапать. Анне хурланса йĕнине курсан чĕре хĕссе ырататчĕ, анчах та шăла çыртса тÿснĕ. Пурнăç малаллах шунă, кĕçĕн ывăлĕн те салтак ячĕ тухнă. Вăл Монголинче салтак тивĕçне пурнăçланă. Савăнатчĕ анне ывăлĕсемпе. Унăн савăнăçĕ ман çине те куçнă, хамăн пĕр тăвансемпе чунтанах хĕпĕртеттĕм. «Урапа пĕр йĕрпе кусмасть», - тенĕ пек пирĕн савăнăçа Андрей сарăмсăр вилни татрĕ. Ун хыççăн аннен сывлăхĕ нумай хавшарĕ пулин те 85 çула çитиччен пурăнчĕ. Нумай хуйхă пусрĕ ăна, пурнăçĕ пĕрре те çăмăл пулмарĕ. 2004 çулта чĕре начарланнипе пирĕнтен ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайрĕ. Масар çинче унăн мрамор палăкĕ таçтанах курăнса ларать. Аякрах та мар чи аслă ывăлĕ, атте тата тепĕр шăллăм Андрей. Çапла вара тăватă юратнă çын пирĕнпе юнашар çук. Темле макăрсан та чĕнсе илме çук вĕсене. Акă çĕршывра Аслă Çĕнтерÿ пулнăранпа 70 çул çитнине паллă турĕç. Çак куна анне кĕтсе илейменнишĕн манăн чун та макăрчĕ, хурланчĕ. Пуçра пĕр шухăш çаврăнчĕ: «Текех нихăçан та вăрçă ан пултăр!».

 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: А.НИКОЛАЕВА

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика