АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕмĕр пирĕн асăмра

13 мая 2015 г.

Ĕмĕр пирĕн асăмра

Аслă Çĕнтерÿ кунĕ çитрĕ, мĕнпур халăх пысăк та çутă уява тухрĕ. Аслă Çĕнтерĕве çывхартма пулăшнă, пире янкăр тÿпе, уяр та хĕвеллĕ кун парнеленĕ Вăрмарти шкулта вĕреннĕ, Аслă Отечественнăй вăрçа хутшăннă, пуçĕсене паттăррăн хунă вĕрентекенсемпе шкул пĕтернисене асăнса лартнă палăк умĕнче чаплă митинг иртрĕ.

Чаплă мероприятие райадминистрацин пуçлăхĕ К.Никитин, Вăрмар хула тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕ С.Егоров, райадминистрацин пуçлăхĕн заместителĕ - вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Ю.Соколов, шкул ачисем хутшăннă.

Чи малтанах Вăрмар хула тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕ С.Егоров кунта пухăннисене Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 70 çул çитнĕ ятпа чĕререн саламларĕ. Вĕсен çарти паттăрлăхĕ тата ырми-канми ĕçлени Аслă Çĕнтерĕве çывхартма пулăшни çинчен каларĕ. «Майăн 9-мĕшĕ пирĕншĕн, пуриншĕн те уйрăмах çывăх уяв. Вăл халăх пĕрлĕхне, хăюлăхпа паттăрлăха тата Тăван çĕршыва чунтан юратнине сăнарлакан çутăран та çутă символ пулса тăрать»,- тесе пуçларĕ хăйĕн сăмахне райадминистрацин пуçлăхĕ К.Никитин. Çавăн пекех Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 70 çул çитнине халалласа, Çĕнтерĕве çывхартма пулăшнă вăрçă ветеранĕсемпе тыл ĕçченĕсене сума суса тăван районăмăрта пысăк пĕлтерĕшлĕ чылай мероприяти иртни пирки кăмăллăн пĕлтерчĕ.

Унтан райадминистрацин вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Ю.Соколов асăннă палăкăн историйĕпе тĕплĕн паллаштарчĕ, Вăрмар таврапĕлÿçи Я.Зайцев çырнă «Памяти связующая нить» кĕнеки хальхи ăрушăн калама çук пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртрĕ. Çапăçу хирĕнчен таврăнайманнисене асра тытса Шăплăх минучĕ пулчĕ. Чечек кăшăлĕсемпе чечек çыххисене районти учрежденисен ĕçченĕсем, уйрăм çынсем хучĕç.

Педагогика ĕçĕн ветеранĕ Е.Федотова: «Фашистла тапăнса кĕнине пирĕн çĕршыв паттăрла çĕнтерни кăçал 70 çул çитрĕ. Çак кун питех те хаклă, эсир пирĕншĕн ĕмĕрлĕхех ырă тĕслĕх пулатăр»,- пĕтĕмлетрĕ шухăшне.

Унтан Аслă Отечественнăй вăрçа хутшăннă, хăйсен тивĕçне пурнăçласа пуçĕсене хунă вĕрентекенсемпе шкул пĕтернисене халалласа лартнă палăк умне шкул ачисем чечек кăшăлĕ тата мухтав гирлянди хучĕç.

 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: И.АНТОНОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика