27 февраля 2013 г.
«Экстремизма хирĕç тăрасси çинчен» 114 номерлĕ Федераллă саккуна пурнăçласа Вăрмар район прокуратури тĕп библиотекăра çак саккуна мĕнле пурнăçланине, федераллă списока кĕртнĕ экстремистла литература пуррипе çуккине тĕрĕсленĕ.
Тĕрĕслев Вăрмарти тĕп библиотека ялти библиотекăсене литературăпа тивĕçтерес тĕлĕшпе тĕллевлĕн ĕçленине кăтартса панă. Учреждени директорĕн приказĕпе библиотекăра экстремистла литературăна тупса палăртас, ун пеккисене пĕтерес тĕлĕшпе комисси туса хунă. РФ территорийĕнче усă курма, упрама, салатма чарнă экстремистла материалсен списокне тĕрĕслеме яваплă çынсене уйăрнă.
Тĕрĕслев вăхăтĕнче Вăрмарти тĕп библиотекăра федераллă списока кĕртнĕ экстремистла литература тупса палăртман.