27 февраля 2013 г.
Республика прокуратури 2012 çулта коррупципе кĕрешес енĕпе ĕçленине пĕтĕмлетнĕ.
Пĕлтĕр республикăн право хуралĕн органĕсем çавнашкал 695 преступление (2011 çулта - 700) тупса палăртнă, вĕсем тăрăх 546 уголовлă ĕç пуçарнă.
Право хуралĕн органĕсен сотрудникĕсем тунă преступленисем пирки 67 пĕлтерÿ йышăннă, 24 çын тĕлĕшпе 52 уголовлă ĕç пуçарнă. Иртнĕ çул пакунлă 21 çынна уголовлă майпа явап тыттарнă. Вĕсенчен 9-шĕ - ШĔМ, 2-шĕ - налук, 7-шĕ - суд приставĕсен, пĕри - миграци службисен, 2-шĕ айăплава пурнăçлакан служба сотрудникĕсем.