АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăрçă паттăрĕсем яланах пирĕн чĕресенче

06 мая 2015 г.

Вăрçă паттăрĕсем яланах пирĕн чĕресенче

Аслă Çĕнтерÿ кунĕ çывхарнăçемĕн çывхарса пырать, нумай та юлмарĕ ĕнтĕ - майăн 9-мĕшĕнче тĕнчипех чаплă парадсем иртĕç, мĕнпур халăх йышлăн пысăк та çутă уява тухĕ.

Çак уява кĕтсе илмешкĕн вырăнти палăксене, обелисксене, мемориалсене Çĕнтерÿ кунĕ умĕн тирпейлесе çитермелле - юсамалла, сăрламалла, тасатмалла. Шел пулин те, нумай чухне хăш-пĕр ялсенчи лару-тăру кăмăла пăсать. Чылай çĕрте - куçа тăрăнакан килпетсĕр ÿкерчĕк. Акă, палăк-монументсене, обелисксенех илер. Нумай çĕрте вĕсем тавра тытнă карта çĕрĕшнĕ, решеткисем тухса ÿкнĕ, кирпĕчрен купаланисен штукатурки унтан-кунтан хăйпăннă, хушаматсене çырнă плитка тĕссĕрленсе ларнă, çăлтăрĕ тутăхпа витĕннĕ. Йĕри-тавра - пĕлтĕрхи хыт-хура, çÿп-çап, хут татăкĕ, кĕленче ванчăкĕ тата ытти те. Юрать-ха, çулталăкра пĕрре, Аслă Çĕнтерÿ кунĕ умĕн, аса илетпĕр вĕсем çинчен - юсама тытăнатпăр. Анчах та тирпейлĕ палăксем те пур - вĕсене пăхса юсаса тăни тÿрех курăнать.

Паянхи кун чылай çĕрте - Вăрмар хула, Энтрияль, Пинер, Чулкас, Чупай, Тикаш тата ытти ял тăрăхĕсенче палăксем вырнаçнă вырăнсене тирпей-илем кÿреççĕ.

Акă, сăмахран, Кивĕ Мăнтăр ялĕнче те ĕç вĕресе тăрать. Ял халăхĕ уява чаплăн кĕтсе илесшĕн тăрăшать. Ял старости А.Андреев тăрăшнипе, ял тăрăхĕн администрацийĕ пулăшнипе вăрçăра пуçĕсене хунă паттăр салтаксене асăнса лартнă палăк йĕри-тавра карта тытаççĕ. Чулкас ял тăрăхĕн администрацийĕ çак сăваплă ĕçе пурнăçламашкăн вырăнти бюджетран 15 пин тенкĕ уйăрса панă. Карта тытас ĕçе ялти активлă çынсем - Э.Терентьев, О.Седелков, А.Чермаков, А.Иванов тата ял старости А.Андреев ?ÿкерчĕк çинче% хутшăннă. Александр Александрович палăртнă тăрăх, юлашки хут çак палăка 15 çул каяллах тĕплĕ юсанă, хăй виçĕ çул хушши староста пулнă май кашни çул палăка сăрласа, тирпейлесе тăнă. Иртнĕ эрнере вĕсем кунта паттăрсене асăнса симĕс çамрăк чăрăшсем лартнă.

Çакăн пек ĕçсем Çĕнтерÿ кунĕ умĕн кашни ял тăрăхĕнче туса ирттерессе шанас килет. Пирĕн çĕнтерÿçĕсене асăнса сăваплă ĕçсем тума манмалла мар, палăксене тирпей-илем кĕртес ĕçе кашни пурăнаканăн хутшăнмалла, ку - пирĕн тивĕç.

 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: Т.ВАЗЮКОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика