30 апреля 2015 г.
Манăн юратнă ватă кукамай Перасковья Архиповна Архипова Шутнерпуç ялĕнче 1918 çулхи октябрĕн 22-мĕшĕнче çуралнă. Перасковья Архиповна - пурнăç йывăррине пула шкула çÿреймен, 6 класс вĕренсе пĕтернĕ те колхоз хирĕнче çурлапа тырă вырнă, тăпачăпа авăн çапнă. Хĕле кĕрсен вăрман касма çÿренĕ. Вĕсен ашшĕ-амăшĕ те колхозра ĕçлесе пурăннă. Ватă кукамайсем çемьере виççĕн пĕр тăвансем ÿссе çитĕннĕ.
Перасковья Архиповнан пиччĕшне Николая вăрçă пуçлансан, 1941 çулта август уйăхĕнче вăрçа кайма повестка параççĕ. 1942 çулта Николайран вăрçă хирĕнчен çыру килме пăрахнă. Вăл çав çулхине вăрçă хирĕнче пуçне хунă. Ăçта пытарни паллă мар тесе хут ярса панă. Çапла вара 1943 çулхи август уйăхĕнче уйра тырă вырнă çĕре почтальон манăн кукамая вăрçа кайма повестка килсе панă. Вĕсем хăйĕн хĕр тусĕпе иккĕшĕ Пелагея Кузьминична Федоровăпа вăрçа тухса кайнă. Килĕнче вĕсен - Перасковьян ашшĕ-амăшĕпе йăмăкĕ - Елена çеç юлаççĕ. Вĕсене Канашри военкоматран Хусана ăсатнă. Унта тĕрлĕ халăх хĕрĕсем пулнă: вырăс, çармăс, тутар, чăваш. Пурнăç тем тĕрлĕ йывăр пулсан та хăйсем туслă пурăнни çинчен каласа паратчĕ. Вăрçă çинчен каласа панă чухне ватă кукамайăн куçĕсенчен куççуль шăпăртатса анатчĕ.
Хусанта хĕрсене винтовкăран, револьвертен тĕл пеме, кинжалпа мĕнле усă курмаллине вĕрентнĕ. Унтан вĕсене Свердловска, малалла вара - Ново-Горловка хулине ăсатнă. 1945 çулта Донбасс хулине çитеççĕ. Кунта ылтăн тасатакан завод территорийĕсене хуралланă. Хуралта тăрăшакан хĕрсене нимĕç шпионĕсем вăрттăн вĕлернĕ. Хулана ирĕке кăларсан хĕрсен батальонне кивĕ шахтăсене тасатма янă. Ирсĕр нимĕç салтакĕсем çамрăк гварди ывăлĕ-хĕрĕсене шахтăна ярса вĕлернĕ. Манăн ватă кукамай - Перасковья Архиповна, вĕсен ячĕсене хăш-пĕрисене пĕлетчĕ. О.Кошевой, У.Громова, Л.Шевцова, И.Земнухов татах та нумай çамрăксен ячĕсене аса илетчĕ. Ватă кукамайран сан мĕнле звани пулнă тесе ыйтсан, эпĕ НКВД-ра служить тунă тетчĕ. Ăна 2 медаль панă, вăрçă хыççăн та хĕр-салтак, вăрçă хирĕнчен таврăнсан ялта арçынсем çуккине пула юхăннă хуçалăха ура çине тăратма пулăшнă, фермăра, хăмла плантацинче пенсие тухсан та колхозра ĕçленĕ.
2007 çулта Перасковья Архиповна çут тĕнчерен яланлăхах уйрăлса кайрĕ. Унăн орденпа медальсем халĕ те упранаççĕ. Эпĕ, Наташа Христофорова, кĕçĕн мăнукĕ, ватă кукамай Перасковья Архиповна каласа панă тăрăх çыртăм.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: Н.ХРИСТОФОРОВА.