28 апреля 2015 г.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ М.Игнатьев çĕршыври предпринимательсен пĕрлешĕвĕн представителĕсемпе - Раççейри çамрăк предпринимательсен ушкăнĕпе, «Бизнес-молодость» пĕрлешĕвĕпе тата «Мегацель - лучший город» коммерциллĕ мар юлташлăхпа тĕл пулнă.
Чăваш Республикин Пуçлăхне М.Игнатьева предпринимательсем пурнăçа кĕртмелли проектсем, бизнес-пуçарулăх пирки каласа панă тата хăйсен шухăшĕсене пĕлтернĕ.
«Чăваш Ен - пирĕн проектсен çĕршывĕ, унăн потенциалне республикăри предпринимательлĕхе аталантарма усă курмалла», - тесе палăртнă «Бизнес-молодость» пĕрлешĕве йĕркелесе яраканĕсенчен пĕри М.Дашкиев. RTA реклама агентствине йĕркелесе яраканĕ, Garnier, Procter & Gable, Sony компанисемпе ĕçлекен П.Гительман каланă тăрăх, паянхи кун пуринчен ытла тăрăшса ĕçлени бизнесра кăна мар, регионсенче те кирлĕ. Регионсенчи пултаруллă та интереслĕ проектсемпе çитĕнÿсем, патшалăх учрежденийĕсенче пурнăçлаканнисем, анлăн усă кÿреймеççĕ, общественноçра палăрмасăр юлаççĕ, çавăнпа та çынсем вĕсене çук тесе шутлаççĕ, ку тĕрĕс мар. Çав хушăрах пиарпа реклама регионсене аталантарма майсем туса параççĕ. Çавăнпа та вĕсемпе бизнесра кăна мар, патшалăх ĕçĕнче те усă курмалла.
Бизнес-пуçарулăха республика Правительстви те пулăшса пырассине пĕлтернĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ М.Игнатьев, çавăнпа та предпринимательсене хăйсен проекчĕсене чăваш çĕрĕ çинче усă курма сĕннĕ. Ку енĕпе пур условисем те туса панă.
Источник: "Урмарская районная газета"