АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Асран тухмаççĕ вăрçă кунĕсем

25 апреля 2015 г.

Асран тухмаççĕ вăрçă кунĕсем

Майĕпен, васкамасăр, çутçанталăкпа киленсе, кăкăр тулли медальсемпе орденсем çакнă вăрçă ветеранĕ утать. Утсан-утсан чарăнса тăчĕ, йĕри-тавралла пăхса илчĕ, куçĕсем çиçеççĕ, тути чĕтрет. Васкамасăр, майĕпен, сак çине пырса ларчĕ. Ку вăл - вилĕме куçран пăхнă, çĕршывшăн çапăçнă, чăн-чăн вăрçă ветеранĕ Александр Григорьевич Шмелев пулчĕ.

Вăл Вăрмар районĕнчи Ыхраçырма ялĕнче 1924-мĕш çулхи августăн 12-мĕшĕнче кун çути курнă. Туслă çемьере улттăн ÿснĕ вĕсем. Чи асли - Санькка, ун хыççăн виçĕ шăллĕ: Коля, Витя, Валери тата 2 йăмăкĕ Лидяпа Валя. Çемьере ĕçченлĕх, тирпейлĕх хуçаланнă. Пĕр-пĕрне вĕренÿре, ĕçре пулăшса пынă. Ашшĕ-амăшне ачисем куçран пăхсах ăнланнă. Шкултан килсен, кам кăмака хутнă, кам выльăх-чĕрлĕх патĕнче тăрмăшнă, кам кил-çуртра тирпейленĕ. Çулла, каникул вăхăтĕнче, колхозра вăй хунă. Ачисем çакăн пек ÿснĕшĕн Урине аппапа Кĕркури пичче чунтан савăннă.

Акă, 1931 çулта асли, Санькка, Шăплатри шкула 1-мĕш класа каять. 4 çул хушши лайăх паллăсемпе вĕренсе пĕтерсен Урнарти шкула çул тытать. 1938 çулта Урнар шкулĕнчен вĕренсе тухать, тăрăшса вĕреннĕшĕн ăна Хисеп хучĕ парса чыслаççĕ. Çав çулах Çĕрпÿри ?Цивильское педагогическое училище Наркома просвещения РСФСР% учительсем хатĕрлекен училищĕне вĕренме кĕрет. Вăрçă пуçланнă кун, 1941 çулхи июнĕн 22-мĕшĕнче, кĕçĕн классене вĕрентекен учителĕн аттестатне алла илет. Çамрăкскерне, Атайкасси ялне кĕçĕн класри ачасене вĕрентме яраççĕ. 1942 çулхи августăн 25-мĕшĕнче ăна Хĕрлĕ Çар ретне илеççĕ. Малтан Канашри, унтан Рязань хулинче вырнаçнă пулеметчиксене хатĕрлекен училищĕре вĕренет.

- Ăçта кăна çитмест-ши çамрăк салтак?

1943 çулхи февраль уйăхĕнче Калинин фронтĕнче пулеметчик пулса çапăçăва кĕрет. Сентябрĕн 19-мĕшĕнче Курск çывăхĕнчи çапăçура аманать, госпитале лекет. Госпитальтен тухсан, 1943 çулхи ноябрĕн 19-мĕшĕнче, Могилев облаçĕнчи 837-мĕш стрелковăй полк отделенийĕн командирĕ пулса тăрать. Малти ретре, хаяр çапăçусенче тăшмана хире-хирĕç тăрса, пĕтĕм вăя пухса хамăр çĕр-аннемĕр çинчен хăваланă салтак ирсĕр тăшмана. 1944 çулхи мартăн 25-мĕшĕнче иккĕмĕш хут аманать, госпитале лекет. Госпитальтен тухсан, 1944 çулхи июнĕн 10-мĕшĕнче ăна 693-мĕш артиллери полкне яраççĕ. Унта вăл топограф-вычислитель пулса çапăçать. 1944 çулхи август уйăхĕнче Беларуссинчи «Багратион» операцине хутшăнать. Çакăнта ăна паттăрла çапăçнăшăн «За отвагу» медаль парса чыслаççĕ. 1944 çулхи июнĕн 28-мĕшĕнче Могилев хулине, июлĕн 20-мĕшĕнче Гродно хулине ирĕке кăларнă çĕре хутшăнать. 1944 çулхи июль уйăхĕнче Польша çĕрĕ çинчен нимĕçсене хăвалать. Августăн 10-мĕшĕнче Осовец хулин, августăн 14-мĕшĕнче Карачев хулине нимĕçсенчен ирĕке кăларнă çĕре те хутшăнать паттăр салтак. Çак çапăçура вĕсен 238-мĕш дивизи Суворовăн II степеньлĕ орденне тивĕçлĕ пулнă. 1945 çулхи январĕн 7-мĕшĕнче ăна Глазов хулине, Удмуртине, çар училищине вĕренме яраççĕ.

Акă мĕн аса илет ветеран:

- Манăн вăрçăри пурнăç пехотăпа çыхăннă. Çумра яланах автомат ППШ, пулемет «Максим» тата кутамкка. Унта котелок, кашăк, чашăк, супăнь, алшăлли, хими кăранташĕ тата çыру çырмалли хут пулнă. Пире, малти ретри салтаксене çăмăл марччĕ - минăсем çийĕн чĕррĕн-сыввăн иртсе каймаллаччĕ, темиçе ретпе карса тухнă йĕплĕ пралук картисене те татса-ватса пымаллаччĕ. Пысăк наступленисенче пире танкистсем хÿтĕлесе вăй парса пынă - хăйсем факел пек çунатчĕç, пире летчик-штурмовиксем пулăшатчĕç - хăйсем çăра тĕтĕм кăларса çĕр çине пырса тăрăнатчĕç, çавăн пекех юнашар саперсем пынă - хăйсем сирпĕнсе каятчĕç, артиллери пире çул уçса паратчĕ.

- Мĕн чухлĕ юлташсене, ентешсене çухатмарăм-ши?

Çĕнтерÿ кунне эпĕ училищĕре тата госпитальте кĕтсе илтĕм. Июньпе июль уйăхĕсенче ытти курсантсемпе пĕрле вăрçă ĕçĕсене вĕренсе пынă, сывлăха çирĕплетнĕ, тĕреклентернĕ. Çак икĕ уйăх маншăн вăрçă кунĕсемпе танлаштарсан, окопсенче чупса çÿренĕ, вилĕме куçа-куçăн тăнă хыççăн питĕ телейлĕ пек туйăнатчĕç. Анчах та медицина комиссийĕ мана, сурансене пула, «Малалла салтак службине тивĕçлĕ мар», - тесе çырса пачĕç. Киле ячĕç, - терĕ ассăн сывласа ветеран.

Вăрçă хирĕнчен таврăннă салтак мирлĕ ĕçе кÿлĕнет. Малтанхи вырăна, Атайкасси ялне ĕçлеме каять, унтан Энĕшпуçĕнчи шкулта вырăс чĕлхипе литературине вĕрентме тытăнать. Шкул дирекцийĕ, районти çут ĕç пайĕ темиçе хутчен Хисеп грамотисем парса чыс тунă. Нумай çул хушши ачасене вĕрентес ĕçре тухăçлă ĕçленĕшĕн «Ĕç ветеранĕ» медале, «Халăха вĕрентес ĕç отличникĕ» ятсене илме тивĕç пулнă вăл. «1941-1945 çулсенче Аслă Отечественнăй вăрçăра Германие çĕнтернĕшĕн» юбилей медалĕсене парса чыс тунă Александр Григорьевича. Вăл Энĕшпуç хĕрĕпе Раиса Петровнăпа çемье çавăрса 5 ача çуратса пăхса ÿстернĕ, пурте вĕсем аслă пĕлÿ илнĕ.

 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: И.МЕРКУРЬЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика