25 апреля 2015 г.
.jpg)
Çак ятпа çĕнĕ медиллĕ проект старт илнĕ. Ăна йĕркелесе пырассипе тÿрех ертсе пыракан виçĕ массăллă информаци хатĕрĕсем ĕçлеççĕ - «Советская Чувашия», «Чăваш Ен» ГТРК тата Чăваш Ен Наци телерадиокомпанийĕ. Сенкер экрансем çинче очерк премьерине апрелĕн 21-мĕшĕнче кăтартнă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ М.Игнатьев Шупашкарти тата Çĕнĕ Шупашкарти спорт объекчĕсенче пулса курнă.
Спорта аталантарма - миллиардсем
Хусанта иртнĕ тĕнче шайĕнчи Универсиада тата Сочири Олимп вăййисен эстафетисене Чăваш Ен йышăннă. 2014 çулхи октябрь уйăхĕнче Шупашкар хулинче «Раççей - спорт çĕршывĕ» пĕтĕм халăхсем хушшинчи пиллĕкмĕш форумĕ иртнĕ, РФ Президенчĕ В.Путин физкультурăпа спорта аталантарассипе Канаш ларăвне ирттернĕ.
Чăваш Ен Олимп вăййисенче тĕнче тата Европа шайĕнче палăрнă спортсменсемпе кăна мар, ырă-сывă пурнăç йĕркине тытса пыракансем йышлăланнипе те мăнаçланать. Республикăри экономикăпа социаллă аталанăвĕн 2020 çулчченхи стратегире физкультурăпа спорта, çын потенциалне аталанма тата пурнăç пахалăхне ÿстерекен эффективлă май тесе хаклаççĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕн М.Игнатьевăн Указĕпе килĕшÿллĕн 2014 çултанпа республикăра кашни уйăхрах сывлăхпа спорт Кунĕсем иртеççĕ, шăпах çак кунсенче спорт объекчĕсене тÿлевсĕр кĕме пулать. Пин-пин çыншăн вĕсем çемье уявĕсем пекех пулса тăчĕç. Юлашки çулсенче нумай профильлĕ спорт сооруженийĕсене хута яма пилĕк миллиард тенкĕ уйăрнă. Строительство ĕçĕ-хĕлĕ ÿссе, аталанса пырать.
Раççей Правительствипе спорт Министерстви Чăваш Енри спорт отрасльне мĕншĕн аталантарма тăрăшаççĕ? Çак ыйту çине хурав пур. Республикăна ертсе пыракансем шанчăклă, палăртнă тĕллеве вĕçне çитиех пурнăçлаççĕ, уйăрнă укçа-тенкĕ те «айккине» каймасть.
Урăх ун пекки çук
Графикпе ĕçлесе ĕлкĕрсе пыратăр-и/ - интересленчĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ подрядчиксенчен. Вĕсем велоспорт-маунтинбайк енĕпе иртекен спорт площадкин вырăнне графикпа килĕшÿллĕн, пĕр тикĕссĕн хута яраççĕ. Комплекса «Шупашкар: 500 çул» паркĕнче хăпартаççĕ. Паянхи кун ăна Мускав тăкăрлăкĕнченех курма пулать. Кунта 100Х50 метрлă велодром, çавра трасса, çавăн пекех нумай функциллĕ зал, икĕ бассейн, медицина центрĕ, хореографипе тренажер залĕсем, 48 вырăнлă хăна çурчĕ пулĕç. Паллах, паянхи кризис лару-тăрăвĕ асăннă объекта та пырса тиврĕ, анчах та алăсене усма юрамасть. «Патшалăх кредичĕпе усă курмалла, объекта палăртнă вăхăт тĕлне хута ямалла», - палăртрĕ М.Игнатьев строительсене. Кирлĕ стройматериалсене пĕтĕмпех кÿрсе килнĕ, вĕсенчен пĕр пайĕ - Беларуссинчен М.Игнатьев А.Лукашенкопа тĕл пулнă чух пĕрле ĕçлемелли çинчен калакан килĕшÿсем кунта та вăй илсе пыраççĕ.
Хамăра шанмалла
Раççей кăçал пĕрремĕш хут çăмăл атлетика енĕпе Европăри командăсен чемпионатне ирттерме тивĕçрĕ. Вăл июнĕн 20-21-мĕшĕсенче Шупашкарта иртĕ. Кун пирки журналистсем М.Игнатьевпа Çĕнĕ Шупашкарти реконструкциленĕ олимп резервĕн ачасемпе çамрăксен 3-мĕш номерлĕ спорт шкулĕнчи çăмăл атлетика манежĕнче калаçнăччĕ. Маларах вĕсем çамрăк спортсменсем епле вĕренсе хăнăхса пынипе кăсăкланнă. «Старт умĕн хăвна яланах «Эпĕ чи вăйли, чи хăюлли» тесе каламалла», - тенĕ М.Игнатьев спортсменсене. Çакă пысăк результат тумашкăн хĕтĕртет.
ЧР Пуçлăхĕ М.Игнатьев тĕнче шайĕнчи спорт мастерĕпе, йĕтре ывăтаканпа О.Гауспа курнăçнă. «Çăмăл атлетикăпа Европа чемпионатĕнче хамăра еплерех кăтартăпăр-ши/», - ыйту пачĕ опытлă тренера.
«Тренировкăсем ирттермешкĕн çакăн пек лайăх условисем пулсан çĕнтерÿ пирки анчах шутламалла, - тенĕ Оксана. - Унсăр пуçне килте «стенасем» те пулăшаççĕ». Пултаруллă олимп чемпионĕ, Раççей чупуçи Ю.Борзаковский çакăн евĕр манеж пурришĕн кăмăллă. Чупмалли çул çинче хăвăртлăха чакармасăрах чупма май пурри те савăнтарать. М.Игнатьевшăн та асăннă манеж - чăн та, пысăк мăнаçлăх. Пилĕк çул каялла Чăваш Республикине ертсе пыма пуçланă чухне тăррине витнĕ манежсене реконструкцилесси пирки чăвашри çăмăл атлетсем каланăччĕ-ха. Паян вĕсем çакăнпа питĕ савăннă, вĕсен ĕмĕчĕсем пурнăçланчĕç. Халĕ кунта кирек хăш вăхăтра та тренировкăсем ирттерме май пур.
Фортуна вăйлисене юратать
Спортра ĕмĕтленмесĕр ниепле те пулмасть. Спортсменсем вара яланах малти рете лекме ăнтăлаççĕ. Çăмăл атлетикăпа иртекен вырăнпа юнашарах Чăваш Енри чи лайăх бассейнсенчен пĕри вырнаçнă. Кунта пысăк пĕлтерĕшлĕ мероприятисем ирттерме тата сывлăха çирĕплетме, канма пулать. ЧР Пуçлăхĕ М.Игнатьев бассейна шалтан аван хакланă, сусăр, утайман çынсене валли ятарлă лифт пĕтĕм стандартпа пулнине палăртнă.
М.Игнатьев «Хăвăр спортри тĕллевĕрсене епле шайра палăртатăр/», - тесе ыйтсан, спорт мастерĕ К.Давыдова тата спортри пĕрремĕш разрядлă И.Васильев çапла хуравланă: «Эпир олимп чемпионĕсем пуласшăн». Çак тĕллеве пурнăçламашкăн вĕсем пĕр сехет иртекен тренировкăра 8 километртан кая мар ишеççĕ.
Спорта аталантармашкăн куçарнă укçа-тенкĕ чăн та хăйĕн «çимĕçне» паратех: Медиксем палăртнă тăрăх, юлашки 5 çулта çамрăксем хушшинче чирлесси чакнă. Хаяр шĕвекпе пирус туртакансен йышĕ те сахалланса пырать. Кунта ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕсем пурри, чылай çамрăк унта çÿреме кăмăл туни - пысăк пĕлтерĕшлĕ.
М.Игнатьев ачасен спортри çитĕнĕвĕсемшĕн тата вĕсен наставникĕсемшĕн чĕререн савăнать. Акă вĕсем: тĕнче шайĕнчи спорт мастерĕ - М.Иванов - çамрăксен хушшинче тĕнче тата Европа первенствин çĕнтерÿçи, спорт мастерĕ Э.Лаврентьева тĕнче первенствинче хĕрсем хушшинче чи пĕрремĕш пулчĕ, Европа Кубокне хутшăнĕ. Иккĕмĕш тапхăрпа çулла иртекен Раççейри Çиччĕмĕш Спартакиади вĕренекенсене йышăнĕ. Шупашкар самбисчĕсем Санкт-Петербург хулинче Пĕтĕм тĕнче шайĕнче иртекен «Çĕнтерĕвĕн» 15-мĕш турнирне хутшăнĕç. «Паянхи кун самбопа дзюдо шкулĕсене 1500 çамрăк çÿрет», - палăртнă М.Игнатьев.
Çакнашкал самантсене тĕпе хуни - пĕтĕмпех чăваш спортне пур енлĕн аталантарма майсем туса парать - çакă ырă туйăм çуратать, хамăр Пуçлăхăмăра виçесĕр тав тăвассăм килет. Чăваш Ен Пуçлăхĕн Указĕпе килĕшÿллĕн районти тата хуласенчи пĕтĕм физкультурăпа спорт комплексĕсене ачасемпе çамрăксен 52 муниципаллă спорт шкулĕсене панă. Çакăн евĕр реорганизацилени физкультурăпа спорт комплексĕсене пур енлĕн аталанма пулăшать, укçа-тенкĕпе çыхăннă тăкаксем те перекетлĕрех пулĕç, кунта вăй хуракан персоналăн ĕç укçине ÿстерме май парать. Чи пĕлтерĕшли - çамрăк спортсменсене аталанса пымашкăн пур условисене туса пани.
Олимпиадăна - çĕнĕ çитĕнÿсемпе
2020 çул тĕлне патшалăх программипе килĕшÿллĕн Чăваш Енре физкультурăпа спорта аталантарас тĕлĕшпе республикăра пурăнакан халăхăн 40 процентне физкультурăпа спорт занятийĕсене явăçтарма тăрăшмалла. 2015 çул пуçламăшĕнчен 431 пин çын спортпа туслă. Федераци бюджетĕнчен 156 млн тенкĕ куçарнă - ку вăл Çĕнĕ Шупашкарти юланутçăсен спорт комплексне хута янă çĕре кайĕ.
М.Игнатьев кун çине уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрать - лаша патне туртăм унăн мĕн ачаранпах. Çамрăк юланутçăсене те вăл çак спорт хăйне евĕрлĕ пулнине, ăна аталанма пур çул-йĕр уçăмлă пуласса шантарсах каланă.
Михаил Васильевич ку хутĕнче чăтаймарĕ, лаша çине хăпарса манеж тавра çаврăнчĕ. Çамрăк юланутçă Н.Лазарева, ыттисем пекех, 2020 çулта Токио хулинче пулакан Олимпиадăна хутшăнса ылтăн медаль çĕнсе илесшĕн. М.Игнатьев кун пек шухăша ырларĕ, вĕсемшĕн çул уçă пулнине палăртрĕ - спортсменсене кĕске вăхăт хушшинчех хытă чупакан лашасене туянма кирли çинчен каларĕ.
Сывпуллашнă чух М.Игнатьев ачасене Раççейĕн пĕрлештернĕ командине лекмешкĕн ăнăçу сунчĕ.
Справка
Пурĕ республикăра 3800 ытла спорт сооруженийĕ ĕçлет, çав шутра 11 стадион, 66 бассейн, 3 витнĕ пăр катокĕ. Кăçал Шупашкарта 7,5 пин куракана вырнаçтаракан Пăр керменне те хута ярĕç. Вăл тĕп хулари «Олимпийский» стадионпа юнашар вырнаçнă, ăна та юсаса çĕнетĕç. Строительство объекчĕсем çинче хальхи тата экологи тĕлĕшĕнчен таса материалсемпе анчах усă кураççĕ. Пăр керменне туса пĕтерес ĕç вĕçленсе пырать - ăна июнь уйăхĕнче уçма палăртнă.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: «Советская Чувашия»