27 февраля 2013 г.
Çак уйăхра Шупашкар хулинче 1999-2000 çулсенче çуралнă çамрăксем хушшинче çĕршыв хÿтĕлевçин кунне халалланă самбо енĕпе кĕрешсе мала тухассишĕн «Çамрăк патриот» республика турнирĕ иртнĕ.
Ачасемпе çамрăксен Вăрмарти А.Ф.Федоров ячĕллĕ спорт шкулĕнче ăсталăха туптакансем Л.Уливанов, И.Никитин тренер-преподавательсем ертсе пынипе лайăх результатсем кăтартнă. С.Федоров (Кивĕ Вăрмар) 71 килограмран ытларах категорире, Е.Орлов (Вăрмар поселокĕ) 71 килограмран çăмăлраххисем хушшинче иккĕмĕш вырăнсем йышăннă. Д.Тимофеев (Çĕнĕ Кавал), 68 килограмлă виçере, Р.Ефимов (Кивĕ Мăнтăр) 35 килограмлă спортсменсем хушшинче III-мĕш вырăна тухнă.
Çамрăк спортсменсене малашне те çĕнĕ турнирсем кĕтеççĕ. Мал ĕмĕтлĕскерсем вĕсенче çитĕнÿсем тума ăсталăхне туптаççĕ.