27 февраля 2013 г.
Йĕлтĕр спорчĕ чылай вĕренекене килĕшет. Çавăнпах ĕнтĕ шкулсенче яланах йĕлтĕр спорчĕн ăмăртăвĕсене ирттереççĕ. Акă, Кивĕ Вăрмар шкулĕнче йĕлтĕрпе чупассипе ăмăрту иртрĕ. Ку ăмăртăва 5-11 классенче вĕренекенсем хутшăннă. Ăмăрту икĕ турпа иртрĕ. Пĕрремĕш турта 5-8 классем ăмăртнă, иккĕмĕш турта вара 9-11 классенче вĕренекенсем чупнă. Пĕрремĕш тур пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх 5-мĕш класс вĕренекенĕсем çĕнтерÿçĕсем шутне кĕчĕç. Ку класра И.Петров тата В.Максимов чи вăйлă чупакан йĕлтĕрçĕсем. Иккĕмĕш турта 9-мĕш класра вĕренекен М.Алексеев тата А.Иванов ытти ачасене пурне те хыçала хăварчĕç. Çапла вара çак ăмăрту вĕренекенсене йĕлтĕр спортне юратма хавхалантарчĕ.
Шкулта вĕренекенсем «2013 çулхи йĕлтĕр йĕрĕ» массăллă йĕлтĕр ăмăртăвне те хутшăнчĕç. Кунта З.Иванова - 3 класс, А.Михайлов - 7 класс, А.Иванов, А.Алексеев - 6 класс, И.Егоров, Т.Тимофеева 7 класс ачисем йĕлтĕр йĕрĕ çине тăчĕç. Çак ачасенчен 3-мĕш класра вĕренекен В.Иванова ăмăртура 3-мĕш вырăн çĕнсе илчĕ.