АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Курмалли, сÿтсе явмалли нумай

27 февраля 2013 г.

«Мĕнле пурăнатăн аякри ял», «Хĕрарăм тата сипетлĕх» программăсене пурнăçласа Вăрмар районĕнчи хĕрарăмсен канашĕ Шăхаль ял тăрăхĕнче анлă ларăвне ирттернĕ.

Чи малтанах хăнасене ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Семенов вырăнти социаллă объектсемпе паллаштарнă. Ун хыççăн делегаци Петрпа Павел Çветтуй апостолсен чиркĕвне çитсе курнă. Кунта вĕсене чиркÿ настоятелĕ Павел атте тата Тихвински Турамăш Турăшĕн Мăнçырмари чиркĕвĕн протоиерейĕ Леонид атте кĕтсе илнĕ, виçĕ Çветтуй - Василий Блаженный, Григорий Богослов, Иоанн Златоуст - кунĕ ячĕпе саламланă. Малалла вара çул Шăхальти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкула, библиотекăна пулнă.

Анлă лару Культурăпа кану центрĕнче иртнĕ, унăн ĕçне Республикăри хĕрарăмсен канашĕн правленийĕн председателĕ О.Зайцева хутшăннă. Пухăннисем умĕнче тухса калаçнă май хĕрарăмсен канашĕн 2013 çулхи планĕпе паллаштарнă, çемье тытăмне çирĕплетес ĕçре пысăк тÿпе хывнăшăн Мăнçырма, Пысăк Енккасси ял тăрăхĕсенчи хĕрарăмсен канашĕсен председателĕсене З.Илларионовăпа Н.Никонорована Хисеп Грамотисем парса чысланă. Шăхаль ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Анатолий Артемьевич электронлă презентаци вăхăтĕнче ял историйĕпе, унăн малашлăхĕпе паллаштарнă.

Хĕрарăмсен районти канашĕн председателĕ Г.Петрова хăйĕн докладĕнче 2013 çулта туса ирттермелли ĕçсем çинче чарăнса тăнă.

Каярахпа художество пултарулăх коллективĕ «Пĕррехинче хĕллехи каç» театрализациленĕ сценка лартса панă, районти тĕп библиотека ĕçченĕсем вара Лондонри XXX Олимпиадăн бронза призерне Т.Архиповăна халалланă «Раççей спорчĕн Вăрмар енчен тухнă королеви» электронлă презентаци ирттернĕ. Çакăн хыççăн анлă ларăва хутшăнакансем «Ачасене савăнăç кÿрĕр» акципе ялти ача садне çитсе курнă, ачасене тĕрлĕ парнесем панă. Шăпăрлансем вара концерт лартса парса савăнтарнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика