27 февраля 2013 г.
«Ĕмĕр пурăнасси уй урлă каçасси мар», - тесе каланă ваттисем мĕн авалтан.
Манăн асанне, Эмилия Александровна Семенова, вăрăм кун-çул пурăнса ирттернĕ. Халĕ вăл 77 çулта, Кивĕ Вăрмар ялĕнче пурăнать. Тем те курнă, тем те тÿсме тивнĕ ăна хăйĕн кун-çулĕнче. Асанне манăн вăрçă ачисен шутне кĕрет. Унăн ашшĕ-амăшĕсем çĕр ĕçĕпе ĕçлесе пурăннă. Хĕллехи лăпкă каç эпĕ асаннепе юнашар лартăм та вăл мана хăйĕн кун-çулĕ çинчен каласа пачĕ. Вĕсен çемйинче 3 ача пулнă. Манăн асанне чи кĕçĕнни. Ку вăхăтра апат-çимĕç енчен те, тăхăнмалли тум тир те çителĕклĕ пулман. Асаннен ачалăхĕ вăрçă çулĕсенче иртнĕ. Аслисем уй-хирте ĕçленĕ, çамрăк ачасен вара килти ĕçсене тумалла пулнă: выльăх-чĕрлĕх пăхнă, пахчара çум çумланă, апат-çимĕç те пĕçернĕ тата ытти ĕçсене те пĕчĕккĕ тесе пăрăнса тăман.
Шкулта вăл 7 класс вĕреннĕ. Мĕн ачаранпах йывăр ĕçе хăнăхса ÿснĕскер асанне ялти хĕр шучĕпе Вăрмарти кирпĕч заводне ĕçе вырнаçать. Çĕр çывăрмасăр ĕçлесси йывăр пулнине пăхмасăрах çак ĕçре вăл 30 çул хушши тăрăшса ĕçленĕ.
1960 çулта ял каччипе Петр Семенович Семеновпа çемье çавăраççĕ. Ун хыççăн асанне Вăрмар столовăйне ĕçе вырнаçать те мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех кунта тăрăшать. Асаннен ĕç стажĕ те пысăк. Ĕçри хастарлăхшăн асаннене «Ĕç ветеранĕ» медальпе наградăланă.
Асаттепе асанне иккĕшĕ туслă çемьере икĕ хĕр те виçĕ ывăл ÿстерсе пурнăç çулĕ çине тăратнă. Анчах та асаннен ачисемшĕн кулянмалли самант та пулнă. Роза ятлă хĕрĕ 18 çула çитсен сарăмсăр вилсе вăхăтсăр çĕре кĕрет. Нумай куляннă юратнă хĕрĕшĕн. Ытти ачисем пурнăçра хăăсен вырăнне тупнă. Асанне паянхи кунччен ырă ĕçĕсемпе савăнтараççĕ. Ира хĕрĕ районти тĕп больницăра повар пулса тăрăшать, асанне çулнех суйланă вăл. Аслă ывăлĕ, Гена пичче, «Урмарская» КСОра хуралçă пулса ĕçлет. Вăталăх ывăлĕ, Игорь, шофер профессине суйланă. Кĕçĕнни вара манăн атте, Эдуард, тăван ялта шоферта тăрăшать. Асанне пилĕк ача çуратса ÿстернĕшĕн 1-мĕш степеньлĕ Амăшĕн медальне парса чысланă.
Асанне хăйĕн ачисемпе тивĕçлипех савăнать, ачисем те ăна хисеплеççĕ. Паянхи кун асаннен 10 мăнук. Мăнуксем те асаннене кунсерен савăнтараççĕ.