АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çÿллĕ шайра палăртĕ

22 апреля 2015 г.

Çÿллĕ шайра палăртĕ

«Чăваш Республики Европа чемпионатĕнче çăмăл атлетикăпа çÿллĕ шайра хăйне палăртĕ»,- пĕр иккĕленмесĕрех пĕлтерет Раççей спорт министрĕ Виталий Мутко.

«2015 çулхи апрелĕн 8-мĕшĕнче Раççей спорт министрĕн заместителĕ П.Колобков ертсе пынипе 2015 çулта Шупашкар хулинче çăмăл атлетикăпа Европа шайĕнче иртекен командăсен 6-мĕш чемпионатне епле йĕркелесе ирттерсе ярасси пирки сÿтсе явнă. Кунта Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ И.Моторин, Пĕтĕм Раççей Федерацин çăмăл атлетика енĕпе 6 команда чемпионачĕн ĕç тăвакан директор М.Бутов, ЧР физкультурăпа спорт министрĕ С.Мельников, Шупашкар хула администрацин пуçлăхĕ А.Ладыков хутшăннă. Европăран – Великобритани, Белорусси, Германи, Итали, Испани, Норвеги, Польша, Раççей, Украина, Финлянди, Франци тата Швеци – 12 çĕршыв тупăшĕç. Хальхи вăхăтра Европа Чемпионачĕн ĕç тăвакан дирекцийĕ йĕркеленнĕ, хатĕрленÿ тапхăрĕнчи тĕп мероприятисен планне çирĕплетнĕ. «Çапла, мероприяти иртмелли вырăнти ĕçсем 2015 çулхи июнĕн 7-мĕшĕ тĕлне вĕçленĕç», - тесе пĕлтернĕ И.Моторин. Шупашкар хула администрацин пуçлăхĕ А.Ладыков пĕлтернĕ тăрăх, Чемпионата тивĕçлĕн хатĕрленесси – хулана тирпей-илем кĕртесси, ăна капăрлатасси, спортсменсем тата ятарлă хăнасем чарăнса тăмалли вырăна йĕркелесе çитересси, информацие пĕлтерсе тăрасси – чи пĕлтерĕшли пулса тăрать. Çакна çирĕплетекен факт пур. Тăван хуламăртах пĕлтĕр «Раççей – спорт çĕршывĕ» форумĕ те тивĕçлĕ шайра иртни çакнах çирĕплетет, асăннă мероприятие те ăнăçлăн ирттерме пирĕн опыт пысăк.

Çак мероприятие чаплă лару-тăрура уçни - пурăнакансемшĕн те, хăнасемшĕн те пысăк уяв пулĕ. Çăмăл атлетикăпа иртекен Европа шайĕнчи командăсен чемпионачĕ нумай пулмасть йĕркеленсе кайнă. Историрен çакă паллă - 1965-2008 çулсенче Европăн Кубок командинче арçынсемпе хĕрарăмсен малтанласа уйрăм турнирĕсем иртнĕ. Европăри пĕрремĕш командăсен чемпионачĕ 2009 çулта Португали çĕршывĕнче пулса иртнĕ. Кăçал июнĕн 20-21-мĕшĕсенче Шупашкарта асăннă ăмăртусем 6-мĕш хут пулĕç.

Организаторсен тĕп тĕллевĕ - çăмăл атлетикăна тĕрлĕ енчен тĕрлĕ шайра кăтартасси.

Команда чемпионачĕ 4 лигăран тăрать - вĕсем пĕр лигăран тепĕр лигăна куçма пултараççĕ. Пирĕн тĕп хуламăр Суперлигăна йышăнĕ. Çак мероприятин официаллă пайĕ - июнĕн 19-мĕшĕнче каçкÿлĕм тĕп хулари Хĕрлĕ Площадьре иртĕ. Спортсменсем «Олимпийский» стадионта тупăшĕç.

Çĕнтерÿçĕсене июнĕн 21-мĕшĕнче чыслĕç. Ăмăртусене 200 судья хак парĕ, çав шутран 60 представителĕ - Чăвашран.

Кунта курма килес текенсен паянах билет туянасси пирки шухăшламалла. Ăна кашни кун туянма пулать, билет хакĕ 200 тенкĕрен пуçласа 800 тенкĕ таранах. Çавăн пекех çийĕнчех икĕ куншăн билет туянма пулать - 300 тенкĕрен 1200 тенкĕ таран пулĕ.

 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: Сайт Министерства физической культуры и спорта Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика