АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăрçă суранĕсем манăçа тухмаççĕ

18 апреля 2015 г.

Вăрçă суранĕсем манăçа тухмаççĕ

Ветерансем манман-ха вăрçă суранне. Иртни тухмасть-ха халь те манăçа. Аса илсен шăпăртатать куçуллĕ... Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи Çĕнтерÿпе вĕçленнĕренпе 70 çул çитнине халалласа кăларнă чыслав медальне - Эçпепе ялĕнче пурăнакан тухса çÿреймен тыл ĕçченĕсемпе вăрçă ачисем патне киле çитсе чыслав медальне кăкăр çине çакрĕç.

Ватăсене саламлама Кĕтеснер ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Егоров, ял тăрăхĕн депутачĕ А.Беспалова, Эçпепери культура çурчĕн заведующийĕ Г.Иванова, клуб çумĕнчи «Туслăх кăшăлĕ» пултарулăх ушкăнĕ тата М.Туймедова шкул ачи хутшăнчĕç. Вĕсем тыл ĕçченĕсене юбилей медалĕсемпе наградăланă, вăрçă çинчен юрăсем шăрантарнă, сăвăсем вуланă. Вăрçă çинчен хывнă юрăсем чун-чĕрене чăнах та витĕр шăтараççĕ, ватă çынсен кăмăлне çĕклеççĕ, вĕсем савăнăç куççульне те пытармарĕç. Юбилей медалĕсене тыл ĕçченĕсен кăкăрĕсем çине çаксан вĕсем чун-чĕререн савăнчĕç, хăйсене чыс тунăшăн, вĕсен паттăрлăхне манманшăн чунтан-чĕререн тав турĕç. Вĕсем - Т.Павлова, Е.Борькова, А.Михайлова, А.Федорова, В.Андреева, Г.Андреев, П.Степанов, А.Кондратьева, А.Сергеева, В.Сергеева, Н.Гаврилова, В.Иванов, Т.Константинова, М.Иванова - тыл ĕçченĕсем ырми-канми ĕçленипе çак Çĕнтерĕве çывхартнă.

Эçпепе ялĕнче хаяр вăрçа 130 салтак хутшăннă. Каялла тăван яла 54 салтак анчах таврăннă. Вĕсем те йывăр сурансене пула вăхăтсăр пирĕнтен уйрăлса кайрĕç. Паянхи кун Эçпепе ялĕнче 14 тыл ĕçченĕ пурăнать. Вăрçă вăхăтĕнчи инкесене, аппасене, паян «кинемейсем» тесе чĕнетпĕр; эсир пултарнă, чăтнă, тÿснĕ, хисеплĕ тыл ĕçченĕсем тата вăрçă ачисем.

Вĕсен тивлечĕпе эпир паян мирлĕ пурăнатпăр, çавăнпа та пирĕн ватăсене сума сумалла, чысласа тăмалла, упрамалла, пулăшмалла, ăшă сăмахпа чунĕсене йăпатмалла.

Тавах сире, хисеплĕ тыл ĕçченĕсем, сирĕн умра çĕре çити пуç таятпăр.

 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: Г.ИВАНОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика