18 апреля 2015 г.
_Preview.jpg)
Апрелĕн 15-мĕшĕнче районта Пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ. Унăн темисем: субботниксем, Йывăç кунĕ ирттересси, халăх пурăнакан вырăнсенче, çул-йĕр айккисенче, масарсенче, ял тăрăхĕсенчи урамсем хушшинчи çулсене тирпей-илем кĕртессипе ĕçлесси; нумай хваттерлĕ çуртсенче тĕп юсав ĕçĕсем ирттересси, унсăр пуçне социаллă пенсие индексацилесси тата 2015 çулхи апрелĕн 1-мĕшĕнчен кашни уйăхра тÿлекен федерацин çăмăллăхлă пулăшăвĕпе усă куракансем пирки* çуракине кĕске вăхăтра тата ăнăçлă ирттересси пулĕç.
Информаци ушкăнĕнчисем Тикаш, Чулкас, Чупай, Шăхаль, Пинер ял тăрăхĕсенче пурăнакансемпе, ĕç коллективĕсемпе тĕл пулса актуаллă ыйтусем çине хуравларĕç. Пĕрлехи информаци кунĕн ушкăнне ЧР культура, национальноç ĕçĕсемпе архив ĕçĕн министрĕн заместителĕ Т.Казакова ертсе пынă. Ĕçлĕ ушкăн йышĕнче ЧР патшалăх статистикин Федераллă службин Территори органĕн пуçлăхĕн заместителĕ Л.Егорова, «Чăваш Енри ачасемпе çамрăксен библиотеки» ЧР бюджетлă учрежденийĕн директорĕ Т.Григорьева, «Чăваш наци конгресĕ» регионсем хушшинчи обществăлла президиумĕн членĕ М.Краснов пулнă.
Килсе çитнĕ хăнасем чи малтанах район администрацийĕн ларусен залĕнче пухăнчĕç. Информаци кунĕн темисемпе ушкăн пуçлăхĕ Т.Казакова паллаштарчĕ. Кашни çул халăх пурăнакан вырăнсенче тирпей-илем кĕртессипе санитари уйăхлăхĕсем иртни, кăçал вĕсем апрелĕн 15-мĕшĕнчен пуçланни пирки пĕлтерчĕ. Республикăри палăксене сăн кĕртнĕ, çапах та юсамаллисем татах та пур, çак ĕçе пăрахăçламалла мар, апрелĕн 30-мĕшĕччен палăксем вырнаçнă вырăнсене тирпей-илем кĕртмелле. Çак ĕçе ял тăрăхĕсен администрацийĕсен, культура учрежденисен ĕçченĕсемпе шкул ачисем кăна мар, ялта пурăнакансене те активлă явăçтармалла. Аслă Отечественнăй вăрçăра пуçĕсене хунă паттăр салтаксене чысласси, вĕсене асăнса лартнă палăксене пăхса тирпейлесе тăрасси, юсаса çĕнетесси, упрасси - пирĕн тивĕç, çавăнпа та кашни çын субботнике тухни пирĕн мăн асаттесене сума суни пулать.
Çакăн пек ĕçсене муниципаллă районсенче та туса ирттермелли пирки асăрхаттарчĕ.
Пинер ял тăрăхĕ. Асăннă ял тăрăхне район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин, ЧР культура, национальноç ĕçĕсемпе архив ĕçĕн министрĕн заместителĕ Т.Казакова çитсе курнă. Вĕсем Пинерти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта пулнă. Унта шкултан шкула куçса çÿрекен Çĕнтерÿ Ялавне Çĕнĕ Кинчер шкулне панин церемонийĕ иртнĕ. Хисеплĕ хăнасем акцие хутшăнакансене çак яваплă мероприятипе саламланă, ăнăçусем суннă. Пинер шкулĕнче Çĕнтерÿ Ялавĕ икĕ кун хушши пулнă, Ялав çумĕнче хисеплĕ караул тăнă.
Унтан çул «Вăтам Энĕш» тулли мар яваплă обществăна пулнă, вăл районти чи пысăк та вăйлă аталанакан ялхуçалăх предприятисенчен пĕри. «Вăтам Энĕш» выльăх-чĕрлĕх аш-какайне туса илессипе уйрăмах ăнăçлă ĕçлесе пырать. Паянхи куна хуçалăхра 330 пуç мăйракаллă шултра выльăх, çав шутра 150 пуç сăвакан ĕне. Çавăн пекех кунта «Шароле», «Герафорд», «Абердино-ангусская» ăратлă вăкăрсем çитĕнеççĕ. Выльăхсене усрамашкăн пур условисем те туса панă, апатне лайăх çитереççĕ, тухăçлăхне тата мăйракаллă шултра выльăх йышне ÿстереççĕ. Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетнисĕр пуçне хуçалăх ÿсен-тăран çитĕнтерессипе те ăнăçлă ĕçлет.
«Вăтам Энĕш» тулли мар яваплă обществăн малашлăхĕ пысăк, мĕншĕн тесен аш-какай тата сĕт туса илесси паян тупăшлă», - тенĕ Константин Владимирович.
«Вăтам Энĕш» тулли мар яваплă обществăн пуçлăхĕ Петр Николаевич Крылов хăйĕн пултарулăхĕпе, хастарлăхĕпе хуçалăхра анчах мар, обществăлла ĕçсене те хастар хутшăнать. «Ырă çынра вăй хĕмленсе тăрать», - тенĕ пек ял çыннисен хăтлăлăхĕшĕн яланах тăрăшать. Яваплă çынсемпе калаçнă хушăра вăл çамрăк специалистсем валли çурт-йĕр тăвасси, Аслă Отечественнăй вăрçăра пуçĕсене паттăррăн хунă салтаксене асăнса лартнă палăксене юсасси пирки ыйтса пĕлнĕ тата ялти ытти актуаллă ыйтусене хускатнă.
Чăваш Ен Пуçлăхĕн М.Игнатьевăн 2012 çулхи февралĕн 2-мĕшĕнчи «Чăваш Республикинчи ял халăхне медицинăпа санитарин малтанхи пулăшăвĕпе тивĕçтерессине çĕнетсе улăштармалли хушма мерăсем çинчен» 124-мĕш номерлĕ Указне пурнăçласа Вăрмар районĕнче модульлĕ фельдшерпа акушер пункчĕсем ?ФАП% тăвассипе ĕç маллалла пырать. Çакăн пек виççĕмĕш ФАП Çÿлти Кинчер ялĕнче хăпартма тытăннă. Татьяна Васильевнăпа Константин Владимирович кунти ĕç-хĕлпе те паллашнă. «Эльбрус» тулли мар яваплă обществăн подрядлă организацийĕ никĕсне хунă, халĕ ытти ĕçсем малалла пыраççĕ.
Тикаш ял тăрăхĕ. «Чăваш наци конгресĕ» регионсем хушшинчи обществăлла президиумĕн членĕ М.Краснов, райадминистрацин финанс пайĕн начальникĕ А.Енькова, районти надзор ĕçĕн пайĕн начальникĕ Д.Кузьмин Тикаш ял тăрăхĕнче пулчĕç. Чи малтанах вĕсем Аслă Отечественнăй вăрçăра пуçĕсене хунă салтаксене асăнса лартнă палăк умĕнче пулчĕç. Кунта Тикашри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулти 8-мĕш класра вĕренекенсемпе вĕрентекенсем палăк территорине тирпей-илем кĕртетчĕç. Çĕр типсе çитнĕпе пĕрех, ачасем сарăхса кайнă пĕлтĕрхи çулçăсене кĕреплесе тасатрĕç. Çитес вăхăтра палăк тăрринчи çăлтăра сăрлĕç, палăк çинчи салтак ячĕсен хăмине те çĕнетсе улăштарĕç.
Ял администрацине кĕрсе курнă хыççăн информаци кунне килнисем шкулти коллективпа тĕл пулчĕç. «Чăваш наци конгресĕ» регионсем хушшинчи обществăлла президиумĕн членĕ М.Краснов пухăннисене информаци кунĕн темисемпе паллаштарчĕ. Уйрăмах ял территорине, палăксене тирпей-илем кĕртмелли пирки асăрхаттарчĕ. «Ялта врач, учитель яланах пысăк авторитетлă, çавăнпа та сирĕн ыттисене тĕслĕх кăтартмалла, эсир тăрăшса ĕçленинчен ял хăтлăлăхĕ килет. Кашни килте тасалăх, тирпейлĕх хуçалансан, урамсенче те çавăн пекех пулмалла. Çывхарса килекен уявсене лайăх ирттерсе яма сунатăп», - терĕ Михаил Николаевич вĕрентекенсем умĕнче калаçнă чухне.
Дмитрий Анатольевич кунта ĕçлекенсене çурхи-çуллахи тапхăрта вут-çулăмпа еплерех усă курмалли, асăрханллă пулмалли çинчен каласа пачĕ. Уйрăмах май уйăхĕнчи уявĕсем тĕлне ялсене хулара пурăнакан тăванĕсем килсе çитеççĕ, вăрмансенче, пахчасенче кăвайт чĕртсе шашлăк пĕçереççĕ, хăшĕ-пĕрисем кăвайтне сÿнтерме манаççĕ, çавăнпа та çын айăпне пула пысăк пушарсем тухаççĕ. Ăнланмалларах пултăр тесе вăл пурнăçри хăрушă тĕслĕхсене илсе кăтартрĕ. Кăçалхи январь уйăхĕнчен пуçласа районта 7 пушар пулнă, пĕр çын пурнăçĕ татăлнă, пĕлтĕр ку вăхăтра 8 пушар тухнă - çын вилнисем пулман. 2015 çулта пушар 625 пин тенкĕлĕх сиен кÿнĕ, 2014 çулта - 590 пин тенкĕ. Çакăн пек тĕслĕхсем ан пулччăр тесен асăрхануллăрах, яваплăрах пулмаллине тепĕр хут асăрхаттарчĕ.
Пĕрле туслă ĕçленинчен ял хăтлăлăхĕ, тасалăхĕ, тирпейлĕхĕ килет, çавăнпа та ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Черкасов хĕл хыççăн пухăннă çÿп-çапа пурте пĕрле кар тăрса пухмалли пирки, субботнике ялта пурăнакан кашни çыннăн хутшăнмаллине палăртрĕ.
Информаци кунĕ савăнăçлă мероприятипе вĕçленчĕ - Тикаш ялĕнче пурăнакан тыл ĕçченне А.Федотована тата салтакăн тăлăх арăмне А.Нарсована юбилей медалĕсене пачĕç. Паян Тикаш ял тăрăхĕнче пĕр ветеран тата 44 тыл ĕçченĕ пурăнать. Информаци кунĕн членĕсем ватăсене çирĕп сывлăх, канлĕ ватлăх сунчĕç. Унтан «Чăваш наци конгресĕ» регионсем хушшинчи обществăлла президиумĕн членĕ М.Краснов шкул библиотекине Ара Мишши çырнă «Çамрăк юлан утçă» кĕнекине парнелерĕ. Шкул коллективĕн ыйтусем те чылай пулчĕç. Уйрăмах вĕсене сĕт хакĕ чакни, çавна пула ĕнесене усрама пăрахни пăшăрхантарать. Тикаш ялĕнче сĕте паян 14 тенкĕпе пухаççĕ, пирĕн районти Пинер ялĕнче вара 19 тенкĕпе, çакă мĕнпе сăлтавланнине пĕлмеççĕ тикашсем, çавăнпа та питĕ кăмăлсăр. Ĕç укçипе, çулсене юсассипе çыхăннă ыйтусене та хускатрĕç вĕрентÿ ĕçченĕсем. Тикаш ялĕнче информаци кунĕ усăллă та тухăçлă иртрĕ, пĕр-пĕрне пурте илтрĕç, яваплă çынсем панă ыйтусене пăхса тухма шантарчĕç.
Чупай ял тăрăхĕ. Пĕрлехи информаци кунĕ Чупай ял тăрăхĕнче те иртрĕ. Асăннă ял тăрăхĕнче ЧР патшалăх статистикин Федераллă службин Территори органĕн пуçлăхĕн заместителĕ Л.Егорова, райадминистрацин экономика аталанăвĕн, промышленноçпа суту-илÿ пайĕн начальникĕ Н.Краснова, районти надзор ĕçĕн пайĕн начальникĕн заместителĕ В.Малиновский пулнă. Вĕсем ĕç коллективĕсемпе куçа-куçăн тĕл пулса калаçнă, актуаллă темăсемпе паллаштарнă, халăха хумхантаракан ыйтусем çине хуравланă. В.Малиновский çынсене пушар хăрушсăрлăхĕ çинчен тĕплĕн паллаштарнă, вут-çулăмпа шÿтлемелле маррине, асăрхануллă пулмаллине асăрхаттарнă.
Чулкас ял тăрăхĕ. Информаци кунĕн темисене Чулкас ял тăрăхĕнче те çутатса панă. Кунта пурăнакансемпе «Чăваш Енри ачасемпе çамрăксен библиотеки» ЧР бюджетлă учрежденийĕн директорĕ Т.Григорьева тата райадминистрацин информаци пайĕн начальникĕ А.Чернов курса калаçнă. Яваплă çынсем ял тăрăхĕн пуçлăхĕпе И.Сергеевпа пĕрле Аслă Отечественнăй вăрçăра пуçĕсене хунă паттăрсене асăнса лартнă палăк умĕнче пулнă, ялти паллă вырăнсене - Çветтуй Троица чиркĕвне тата купеле çитсе курнă. Ял халăхĕпе информаци ушкăнĕ библиотекăра тĕл пулнă, ыйтусем чылай хускатнă, вĕсем хушшинче нумай хваттерлĕ çуртсенче газпа тивĕçтерессипе, çуртсене пăхса тăрассипе тата юсассипе çыхăннă ыйтусем те пулнă. Н.Владимирова библиотекаре хăйĕн мăшăрĕн аслашшĕне, Аслă Отечественнăй вăрçă участникне ăçта пытарни интереслентернĕ тата ыттисем те. Информаци кунĕн темисемпе туллин паллаштарнă, халăх панă ыйтусене контроле илнĕ.
Шăхаль. Кăçал Аслă Отечественнăй вăрçăра çĕнтернĕренпе 70 çул çитнине халалланă май райадминистрацин вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕ Ю.Соколов, Шăхаль ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Семенов чи малтанах вăрçă вăхăтĕнче хаяр çапăçура пуçĕсене хунă паттăрсене асăнса лартнă палăк умĕнче пулчĕç. Кунта вăй хуракансем тирпей-илем кĕртес тĕлĕшпе ĕçсене пурнăçланă та ĕнтĕ. «Палăкне шурă тĕспе шуратса хăварсан, ун умне çитерекен çулăн икĕ айккипе черетлесе хунă кирпĕчсене кăштах майласан аван пулмалла»,- палăртрĕ Ю.Соколов.
Унтан информаци ушкăнĕ Шăхальти шкулта пулчĕ. Шкул коллективĕпе çавра сĕтел хушшинче тĕрлĕ çивĕч ыйтусене сÿтсе яврĕç, сĕнÿсем пачĕç.
Чи малтанах кун йĕркинче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи Çĕнтерÿпе вĕçленнĕренпе 70 çул çитнине халалласа ирттерекен уява хатĕрленесси пулчĕ. Юбилей медалĕсене çак ялта пурăнакан 2 вăрçă участникĕпе 10 тыл ĕçченĕ илнĕ. Хăйсем утса тухайманнисене килĕсене кайса панă.
Аслă Отечественнăй вăрçăра çĕнтернĕренпе 70 çул çитнипе тĕрлĕ акцисене халалланă мероприятисенче Шăхаль шкулĕ уйрăмах активлă хутшăнать. «Астăвăм стени» акцине хутшăнса вĕсем çак ятпа ятарлă стенд хатĕрленĕ.
«Палăк патне хывнă çул» - тепĕр акци. Вĕренекенсем палăк йĕри-тавра тирпейленĕ, тасатнă. Кунти вĕрентекенсем «Аслă Çĕнтерĕве - 70 çул» тата «Ачалăхшăн, ачалăх ячĕпе» ыркăмăллăх марафонĕсене хутшăнаççĕ. Ĕç укçипе, çулсене юсассипе çыхăннă ыйтусене те хускатрĕç вĕрентÿ ĕçченĕсем. Шăхаль ялĕнче информаци кунĕ усăллă та тухăçлă иртрĕ.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: Т.ВАЗЮКОВА, И.АНТОНОВА, Н.ШИШКИНА.