15 апреля 2015 г.
Чĕрепе юн тымарĕн чирĕ Раççейре вăй илсе çын вилеслĕхĕн сăлтавĕсенчен пĕри пулса тăрать. Официаллă даннăйсем тăрăх, Раççейре кашни çул 1 миллион та 300 пине яхăн çын юн тымарĕн чирĕпе аптăраса вилет. Ытти чирсемпе вилнинчен шутласан çакă 55 процент. Пирĕн районта та чĕрепе юн тымарĕн чирĕпе вилекенсен шучĕ ыттисемпе танлаштарсан, 1 пин çын пуçне шутласан, 5,8 процент пулать.
Çак усал чиртен пурнăç йăлине улăштарса тата сывă пурнăç йĕркине тытса пырсан кăна асăрханма пулать. Чи малтанах пирус туртма пăрахмалла. Çыннăн апат тăварне сахалтарах çиме тытăнмалла, сăмахран, пĕр талăка 6 г кăна. Апата ытларах чухне тăвар сахалтарах ярса пĕçерме тăрăшмалла. Консервăланă тата тăварлă апат-çимĕçе рационтан кăлармалла, пахча-çимĕçпе улма-çырла ытларах çиме тăрăшмалла. Пылак апат-çимĕçе - шоколад, печени, кăнахвет тата çуллă продуктсене сахалтарах çимелле.Организм мĕн чухлĕ вăй пĕтернинчен шута илсе талăкри рацион виçи хĕрарăмсемшĕн - 1500-1800 ккал, арçынсен 1800-2100 ккал пулмалла. Апат хатĕрленĕ чухне ÿсен-тăран çăвĕпе усă курмалла. Тăтăшах физкультура тумалла, унăн виçине врач палăртать. Юн пусăмне кашни кун ирхине тата каçхине виçсех тăмалла, унăн виçи -140/90мм. Алкоголь продукчĕсене ĕçессине чакармалла, е вуçех те тутанмалла мар. Юнри холестерин шайне тăтăшах тĕрĕслеттермелле, унăн кирлĕ виçи 200 мг/дл (5ммоль/л). Юнри сахăр виçипе те интересленмелле, выçă хырăмла унăн виçи 6,1 ммоль/л пулмалла.
Çÿлте палăртнисене пурнăçласан тата сывă пурнăç йĕркине çирĕп тытса пырсан, врач канашĕсене шута илсен, чĕрепе юн тымарĕн чирне те лăплантарма пулĕ.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: Т.ПЕТРОВА.