АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Наталия Агапова - пĕрремĕш

15 апреля 2015 г.

Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ вăтам шкулта 9-мĕш класра вĕренекен Наталия Агапова хăйĕн спортри çитĕнĕвĕсемпе кашни çулах савăнтарать. Самбо спортне кăмăллать вăл.

Иртнĕ çул Атăлçи федераллă округра самбо енĕпе кĕрешсе мала тухассишĕн ирттернĕ ăмăртусенче икĕ виçери спортсменсем хушшинче кĕрешсе пĕрремĕш вырăнсене çĕнсе илнĕ, Хисеп пьедесталĕн чи çÿллĕ картлашки çине хăпарса тăма тивĕçлĕ пулнă. Раççей чемпионатĕнче пиллĕкмĕш вырăна тухнă.

Пултаруллă спортсменка кăçалхи спорт сезонне те ăнăçлă пуçларĕ. Мартăн 26-29-мĕшĕсенче Кстовăра 1999-2000 çулсенче çуралнă хĕр ачасемпе арçын ачасем хушшинче самбо енĕпе кĕрешсе Атăлçи федераллă округра мала тухассишĕн ăмăртусем ирттернĕ. Çивĕч кĕрешÿре 41 килограмм таран таякан спортсменкăсем хушшинче Н.Агапова чемпионка пулса тăнă.

- Кăçалхи апрелĕн 24-27-мĕшĕсенче Шупашкарта Атăлçи федераллă округра мала тухассишĕн Раççей вĕренекенĕсен Спартакиади пулать. Финалти тупăшусем июлĕн 20-23-мĕшĕсенче Армавирта иртĕç.

Октябрĕн 19-23-мĕшĕсенче Кстовăра Раççейре мала тухассишĕн чемпионат иртмелле. Унта çĕнтерекенсем декабрь уйăхĕнче Австрире иртекен Европа чемпионатне хутшăнĕç. Наталия Агапова та çÿлте асăннă ăмăртусене хутшăнма тĕплĕн хатĕрленет, хăйне шеллемесĕр кашни кун тренировкăсенче вăл. Эпĕ вара ăна ăнăçу сунатăп, - пĕлтерет пултаруллă спортсменкăн тренерĕ, СССР спорт мастерĕ Лев Кузьмич Уливанов.

 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: А.ИЛЬИН.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика