15 апреля 2015 г.

Чăваш Республикин Физкультурăпа сывлăха çирĕплетмелли «Росинка» центрта ирттернĕ коллегин анлă ларăвĕнче 2014 çулхи смотр-конкурс итогĕсене пĕтĕмлетнĕ.
Ачасемпе çамрăксен А.Ф.Федоров ячĕллĕ Вăрмарти спорт шкулĕнчен республика, Раççей шайĕнче палăрнă пултаруллă спортсменсем сахал мар тухнă. Кунта кашни çулах спортăн тĕрлĕ тĕсĕсемпе пултаруллă спортсменсем сахал мар хатĕрлеççĕ. Çавăнпа та вĕсем кашни çулах Раççейри, республикăри тĕрлĕ ăмăртусене хутшăнса призлă вырăнсем йышăнса район ят-сумне çÿле çĕклеççĕ. Иртнĕ çулхи кăтартусем те сахал мар. Физкультурăпа спорт комплексĕсем хушшинчи тупăшура Вăрмарти «Илем» физкультурăпа спорт комплексĕ (директорĕ С.Архипов) виççĕмĕш вырăн йышăннă, дипломпа наградăланă, кубока тивĕçнĕ.
Республикăри хуласемпе районсенче пурăнакансем хушшинче физкультурăпа сывлăха çирĕплетмелли тата спортпа массăллă мероприятисем ирттерес енĕпе ĕçе лайăх йĕркеленĕшĕн пирĕн районти ачасемпе çамрăксен А.Ф.Федоров ячĕллĕ спорт шкулĕ 12-мĕш вырăн йышăннă. Ку та лайăх кăтарту. Унчченхи çулхине вăл 21-мĕш вырăнта кăначчĕ-ха. Малалла та пирĕн пултаруллă спортсменсене çитĕнÿсем тума, татах та вăйлăрах пулма çирĕп сывлăх сунатпăр.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: А.ХОВАНСКИЙ.