15 апреля 2015 г.
Иртнĕ кунсенче Вăрмар район тăрăхне ĕçлĕ çул-çÿревпе Чăваш Республикин вĕрентÿпе çамрăксен политикин министрĕн пĕрремĕш заместителĕ С.Петрова килнĕ.
Чи малтанах вăл район администрацийĕн пуçлăхĕпе К.Никитинпа тĕл пулнă, унтан Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта, «Родничок» 5-мĕш номерлĕ ача садĕнче пулнă, кунта вĕсем коллективсемпе тĕл пулса çивĕч ыйтусене сÿтсе явнă. Район администрацийĕн ларусен залĕнче районти вĕрентÿ учрежденисен руководителĕсемпе канашлу иртнĕ. Калаçу вĕрентĕвĕн муниципаллă системин аталанăвĕн çул-йĕрĕн проблемисем тавра пулнă. ЧР вĕрентÿпе çамрăксен политикин министрĕн пĕрремĕш заместителĕ вĕрентÿ системинчи тĕп задачăсене палăртнă, чи малтанах - 3 çултан аслăрах шкул çулне çитмен ачасене воспитани парасси. Пирĕн районта çак ыйту ăнăçлă пулса пырать.
Çавăн пекех Светлана Владимировна вĕрентÿ сферинче профориентациллĕ ĕçе йĕркелесе пыни пирки те каланă, паянхи кун республикăра рабочи специальноçĕсем кирлине палăртнă. Шкул пĕтерекен кашни ача хăйĕн юратнă ĕçне тупни пĕлтерĕшлĕ. Шкул ачин профессисем паракан, ĕç рынокĕ çинчен, ятарлă специальность илмелли учрежденисем пирки туллин пĕлмелле.
ЧР вĕрентÿпе çамрăксен политикин министрĕн пĕрремĕш заместителĕпе районти вĕрентÿ учрежденисен руководителĕсемпе куçа-куçăн калаçу иртнĕ. Светлана Владимировна вĕсен пур ыйтăвĕсем çине те хуравланă.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: Н.ШИШКИНА.