АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ырă пуçару - çĕнĕ кĕнеке кун çути курчĕ

11 апреля 2015 г.

Пирĕн халăхăн чи паллă, чи чаплă уявĕ - Çĕнтерÿ кунĕ. Ăна куççуллĕ уяв тетпĕр пулин те вăл савăнăçлă, мăнаçлă уяв. Совет халăхĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтерсе ирĕклĕхе, малашлăхлă пурнăçа сыхласа хăварчĕ. Çулленех, майăн 9-мĕшĕнче, Çĕнтерÿçĕ-салтаксене халалласа лартнă палăксем умне пуçтарăнса 1941-1945 çулсенчи вăрçăран таврăнайман ентешĕмĕрсене асăнса пуç таятпăр, ветерансене мухтатпăр. Вăхăт - шелсĕр. Вăрçă вутĕнчен тухса киле çаврăнса çитейнĕ ентеш-фронтовиксен речĕ сайралсах пырать. Акă, чылай ялсенче вĕсем çук ĕнтĕ ...

Эпир, хальхи ăру, Тăван çĕршыв ирĕклĕхĕпе пуласлăхĕшĕн, пирĕн пурнăçшăн пуç хунисен, тĕрлĕ фронтсенче çапăçнă, паттăрлăх кăтартнă ентешсен, çĕнтерÿшĕн тылра ырми-канми тăрăшнă ял çыннисен ачисем, мăнукĕсем, мăнукĕсен ачисем. Пирĕн умра питĕ пысăк яваплăх - Çĕнтерÿçĕсен ĕçĕ-хĕлне малалла тăсмалла, тăнăçлăха упрамалла, Тăван çĕршыв аталанăвне тĕрек памалла.

Тăван çĕршывшăн тăватă çула тăсăлнă вăрçăра ытти халăхпа пĕрле Чупай çыннисем те паттăр çапăçнă. Салтак çулне çитнипе 1941 çулчченех хĕсметре тăракансенчен нумайăшĕ пирвайхи çапăçусенех кĕнĕ. Июнĕн 22-мĕшĕнчен пуçласа Çар комиссариатĕнчен повестка илсен фронта вун-вун çын ăсаннă. 1942 çултан хĕрсене те салтака илнĕ.

Чупай ялĕнчен Тăван çĕршывăн аслă вăрçине 251 çын хутшăннă, 127-шĕ киле таврăнайман. Вĕсенчен пĕр хĕр-салтак Евдокия Николаева вăрçă вутĕнче пĕтнĕ. Пирĕн вĕсене астăвăмра упрамалла, упрамалла та ПАТТĂРСЕМ çинчен çамрăк ăрăва каласа кăтартмалла. Çак шухăшпа, çак тĕллевпе çуралчĕ ялăн АСТĂВĂМ кĕнеки. Ăна çырса-пухас ĕçе пĕтĕм ял-йыш хутшăнчĕ тесен те тĕрĕс. Авторсем хушшинче - фронтовиксен, ветерансен ачисем, мăнукĕсем, мăнукĕсен ачисем. Вĕсем асаилÿсем, сăнÿкерчĕксем, документсем пухрĕç. Çакна йĕркелесе пыракансем Н.Лаврентьева ĕç ветеранĕпе библиотека ĕçченĕ В.Леонтьева пулчĕç.

«Астăвăм» кĕнекине вуласан 1941-1945 çулсенчи тылри халăхăн маттурлăхĕпе хастарлăхне, фронтшăн ырми-канми ĕçленине ăнланса илетĕн. Вăрçă çулĕсемпе çÿренĕ паттăр ентешсемпе, вĕсен награда хучĕсемпе паллашатăн. 1941-1942 çулсенчи хĕллехи вăхăтра окопсем, траншейăсем, ДОТсемпе ДЗОТсем хатĕрлеме хутшăннисем, эвакуаци йĕркипе килсе ялта пурăннă çынсем, Пĕрремĕш тĕнче вăрçинче çапăçнисем пирки вуласа пĕлетĕн. Чылай материала архив хучĕсемпе çирĕплетнĕ - çакă та паха.

Кĕнеке 304 страницăран тăрать, 236 сăнÿкерчĕк пичетленнĕ. Паллах, çакăн пек кăларăма кун çути кăтартма укçа-тенкĕ сахал мар кирлĕ. Чупай хастарĕсем сăваплă ĕçрен пăрăнмарĕç. Вера Енькова, Валентина Григорьева, Алексей Григорьев, пĕртăвансем Александрпа Сергей Павловсем, Владимир Караваев, Иван Павлов, Алексей Тимофеев, Сендиер Цыфаркин тата ыттисем - пурĕ 16 çын «Астăвăма» ял-йыша килсерен пĕрер кĕнеке тÿлевсĕрех валеçсе парас терĕç.

«Асăну кĕнекине çырăннă кашни ят - сăваплă. Вăрçăра пуç хунисем, вăрçă хирĕнче çÿресе паттăрлăх кăтартнисем, салтак тумĕ тăхăннă хĕрарăмсем, тылра Çĕнтерÿшĕн ырми-канми тăрăшнă ял-йыш - пурте манăçми ятсем! Вĕсен тĕслĕхĕ пире тăван тавралăхшăн, тăван ялшăн, тăван халăхшăн ырă та усăллă ĕçсем пурнăçлама хавхалантарать. Урăхла пулма та пултараймасть - эпир Тăван çĕршыва паттăр хÿтĕленисен ачисем, мăнукĕсем!»- теççĕ вĕсем.

 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: В.ЦЫФАРКИН.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика