11 апреля 2015 г.

1961 çулхи апрель уйăхĕн 12-мĕшĕ. Ирхи ултă сехет. Казахстанри Байконур космодромĕ. Гагарин вĕçеве хатĕр. Юрий Алексеевича вĕçме ирĕк панă. Вăл «Кайрăмăр» теме çеç ĕлкĕрнĕ. Çапла, Юрий Алексеевич космоса çул уçнă пĕрремĕш космонавт пулса тăнă.
Юрий Гагаринăн тĕнчене тĕлĕнтернĕ вĕçевĕ хыççăн, акă, çур ĕмĕр ытла Космонавтика кунне уявлатпăр. Кăшт каярах унăн ячĕ улшăнчĕ пулин те пĕлтерĕшĕ çаплах юлчĕ. Пирĕн республикăра та вăл сумлисен шутĕнчех. Ара, мăнаçланма сăлтавĕ те пур. Кÿршĕсемпе танлаштарсан, чăваш çĕрĕ виçĕ паттăра тĕнче уçлăхне çĕкленме хăват панă. 1962 çулхи август уйăхĕн 11-мĕшĕ, 11сехет те 30 минут чăваш тĕнчине мăнаçланмалли хыпарпа тĕлĕнтернĕ - тĕнче уçлăхĕнче - Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Шуршăлти хресчен çемйинче çуралса ÿснĕ Андриян Григорьевич Николаев! Пирĕншĕн, чăвашсемшĕн, Совет Союзĕн виççĕмĕш, планетăмăрти пиллĕкмĕш космонавт-летчик, Совет Союзĕн икĕ хут Геройĕ, Чăваш Республикин Хисеплĕ Гражданинĕ - Андриян Григорьевич Николаев генерал-майор - чăннипех çутă çăлтăр. Вăл тĕнче уçлăхне икĕ хут кайса килнĕ - пĕтĕм тĕнчипех чăвашсем çине урăхла пăхма пуçланă. Чăвашлăхшăн тунă ырă та пуçаруллă ĕçсен, халăхсен хушшинчи ăш пиллĕ çыхăну-хутшăнусен элчи пулнă-çке вăл.
Кашни çул Космонавтика кунĕнче Чăваш Енĕн çыннисемпе тĕп хулара пурăнакансем, космодром ветеранĕсем, çамрăк космонавтсен юхăмĕн хастарĕсем Шупашкарти Юрий Гагаринпа Андриян Николаев космонавтсен палăкĕ умне пухăнаççĕ, чĕрĕ чечексем хураççĕ. «Ырă çын вилсен ячĕ ĕмĕре юлать» текен каларăш пур. Чăваш çĕрĕн паттăрĕсен вилĕмсĕр ячĕсем вара ăрусен асĕнче упранасси пирки иккĕленме кирлĕ мар.
2004 çулхи утă уйăхĕн 3-мĕшĕ пирĕн республикăмăрăн историйĕнче хура тĕспе çырăнчĕ - Андриян Григорьевичăн чĕри тапма чарăнчĕ. Унпа сыв пуллашма, юлашки çула ăсатма чăваш тĕнчипе пĕрлех ытти халăх ывăлĕ-хĕрĕ, ют çĕр-шывран килнĕ хăнасем, ĕçтешсем йышлăн хутшăнчĕç. Тупăка антарнă чухне лăпкă çумăр çуса иртрĕ. Этемлĕх кăна мар, çутçанталăк та пирĕнпе пĕрле хурланчĕ тейĕн. Ун çинчен иртнĕ вăхăтпа çырма пĕртте çăмăл мар. Шелсĕр вилĕм ăна шăпах çавăн чухлĕ çул каялла тăван халăхăмăртан уйăрса кайрĕ. Хăй çуралнă, ялан асра тытнă тăван кĕтесĕнче канăç тупрĕ, чунĕ çăлтăрсем патне ăсанчĕ. Ячĕ чăваш тĕнчи хăйĕн мухтавлă ывăлĕ вырăнне йышăннă пин-пин çын чĕринче-асĕнче упранать. Çак юрату-хисеп туйăмĕ нихăçан та сĕвĕрĕлмĕ-иксĕлмĕ, вун-вун ăру сумлă Андриянăмăра асра тытса, сума суса пурăнĕ.
Космос тĕпчевĕн аталанăвĕн тата уçлăха парăнтарас ĕçĕн историйĕ, тÿпе романтики хĕрÿ чĕреллĕ çамрăксене халĕ те илĕртет. Пирĕн республикăри çамрăк космонавтсен юхăмĕ икĕ пин ытла арçын ачапа хĕр ачана пĕрлештерет. Вĕсене Андриян Григорьевичăн ырă тĕслĕхĕ хавхалантарать, малалла ăнтăлма чĕнет...
Ÿкерчĕк çинче Ю.А.Гагарин, А.Г.Николаев, П.Р.Попович, Г.С.Титов.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: Т.ВАЗЮКОВА.