АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Иисус Христос мухтавлăхĕпе чĕрĕлĕх парнеленĕ

08 апреля 2015 г.

Иисус Христос мухтавлăхĕпе чĕрĕлĕх парнеленĕ

Праçникре çурта çутса алла кăчкă йывăçĕн тураттине тытса чĕрĕлĕх паллине палăртаççĕ. Çакна вара Иисус Христос хĕресне тытнипе танах, унăн асапĕн пайне кĕме хатĕр пулнине палăртать тесе ĕненеççĕ. Иисус Христос Иерусалима кĕнине халăх кашни çулах çав тери савăнса кĕтсе илет. Çак кун пур чиркÿсенче те аслă кĕлĕ пулнă. Çавăн пекех пирĕн районти ытти чиркÿсенчи пекех Чулкасри Таса Троица тата Михаил Архистратиг ячĕллĕ чиркÿсенче те çак уява анлăн паллă туса кĕлĕ иртнĕ, кăчкă тураттисене кĕлĕ туса çветтит тунă çĕре халăх нумай пухăннă ?ÿкерчĕк çинче%. Кăчкă йывăçĕ - çуркунне çитсен чи малтан чĕрĕлекен йывăçсенчен пĕри.

Аслă Мăнкун умĕн 6 кун маларах Турă Иерусалима мухтавлăхĕпе кĕнĕ. Çак кун çынсем унăн çулĕ çине пальма тата кăчкă тураттисене сарса хурса «Осанна! Турă ывăлĕ пире çăл!», - тесе кăшкăрнă. Ăна «кăчкă вырсарникунĕ» теççĕ. Кăчкă тураттине кĕлĕ туса çветтит тăваççĕ те кайран киле илсе кайса çулталăкĕпех упраççĕ.

Апрелĕн 6-11-мĕшĕсем тунтикунтан пуçласа шăматкунччен Асап эрни. Аслă Мăнкун умĕнхи эрнере пире Çăлаканăн - Иисус Христос Туррăмăрăн - çĕр çинчи пурнăçĕн юлашки эрни.

 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: А.НИКОЛАЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика