АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кăçал çапла канатпăр

22 февраля 2013 г.

РФ Правительствин йышăнăвĕпе февралĕн 23-мĕшне - Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин кунне кăçал шăмат кунран тунти куна куçармаççĕ.

Унччен «ытлашши» канмалли кунсене Çĕнĕ çул уявĕ çумне хушнă. Пĕлтĕр Ĕçлев кодексне хушăмсем кĕртнĕ май çакнашкал кунсемпе мĕн тумаллине малашне Правительство татса парать. Çапла вара кăçал çĕршыв уявсене çĕнĕлле паллă тăвать - канмалли кунсен пĕтĕмĕшле шучĕ улшăнман пулин те календарьти «хĕрлĕ» кунсенчен хăшĕсем май уйăхне «сиксе кайĕç».

Чи малтанах Çĕнĕ çул каникулĕпе пĕр вăхăтра килекен канмалли кунсене куçарнă: январĕн 5-мĕшĕнчи шăмат кунхи канмалли куна - майăн 2-мĕшĕнчи кĕçнерни куна, январĕн 6-мĕшĕнчи вырсарни куна - майăн 3-мĕшĕнчи эрне куна.

Халĕ черетре - Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин кунĕ (шăмат куна килет). Ун вырăнне пире çитес тунти кун февралĕн 25-мĕшĕнче мар, майăн 10-мĕшĕнче эрне кун кану кунĕпе тивĕçтерĕç. Шăпах çавăнпа февральти тунти кун яланхи ĕç кунĕ шутланĕ.

Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ эрне вĕçне - эрне куна - лекет. Эппин, канăва виçĕ кунлăха - мартăн 8, 9, 10-мĕшĕсем - палăртма май пур.

Çуркунне пире кăçалхи чи вăрăм каникул кĕтет. Çуркуннепе ĕç уявĕ ячĕпе Раççей çыннисем пилĕк кун - майăн 1-мĕшĕнчен (юн кун) пуçласа 5-мĕшĕччен (вырсарни кун). Çĕнтерÿ кунĕнче тăватă кун, майăн 9-мĕшĕнчен (кĕçнери кун) 12-мĕшĕччен (вырсарни кун), канĕç.

Раççей кунĕ - июнĕн 12-мĕшĕ - юн кун. Нимĕнле куçару та пулмĕ: ĕç эрни варринче кăштах канса илĕпĕр çеç.

Раççей çыннисене тата ноябрьте канмалли 3 кун кĕтет, мĕншĕн тесен Халăх пĕрлехĕн кунĕ тунти куна килет.

Кĕскен: кăçалхи уявсене çак кунсенче канатпăр. Февраль: 23-24. Март: 8-9-10. Май: 1-2-3-4-5, 9-10-11-12. Июнь: 12. Ноябрь уйăхĕ: 2-3-4.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика