АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăн-чăн уяв пулчĕ

22 февраля 2013 г.

Кĕтеснерте отчетпа смотр фестивалĕ иртрĕ. Унта шкул ачисемпе вĕрентекенсем тата ял çыннисемпе ĕç ветеранĕсем хутшăнчĕç. Концерта халăх зал туллиех пухăнчĕ. Концерт умĕн Кĕтеснер ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Егоров çулталăк хушшинче туса ирттернĕ ĕçсем пирки отчет туса пачĕ. Унтан район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕ Ю.Соколов тухса калаçрĕ.

Концерт тăван тавралăха упрамалли çулталăка халалланă темăпа пуçланчĕ. Ăна шкул ачисемпе пĕрле библиотека заведующийĕ С.Скворцова хатĕрленĕ. Унсăр пуçне вăл ятарласа презентаци те йĕркеленĕ. Ун хыççăн пĕрлештернĕ хор юррисем янăрарĕç. Юррисем вара, чăнах та, янăраканнисем пулчĕç, вĕсене художествăлла пултарулăх ертÿçи А.Скворцов 3 сасăпа юрлама вĕрентнĕ-çке. 1-мĕш класра вĕренекенсем вара çав тери тĕлĕнтерчĕç куракансене. Вĕсене класс ертÿçи Н.Николаева çур çул хушшинче сцена çине тухма та вĕрентсе ĕлкĕрнĕ. Питĕ кăмăллă пулчĕ вĕсене пăхма. 2,8, 9 класра вĕренекен хĕр ачасен ташшисем те кăмăла кайрĕç куракансене. А.Пегеева вара амăшĕ пекех артист пулса çитĕнет. С.Иванова, Э.Пегеева, Э.Захарова, С.Константинова, С.Скворцова хăйсен çепĕç сассисемпе куракансен кăмăлне тыткăнларĕç. Концертра çулсерен мăшăрсене вăл е ку юбилейпе саламласси йăлана кĕнĕ. Çапла вара, çемье çавăрнăранпа 10, 15, 20, 25, 30, 35, 40, 45 çул çитнисен ячĕпе ятарлă юрăсем янăрарĕç. Кăçал тата чăваш халăх юрăçи И.Вдовина çуралнăранпа 100 çул çитет. Унăн вышкайсăр ĕçне чысласа вăл юрланă «Тăван, уç-ха чÿречÿне» юрра та программăна кĕртрĕмĕр. Çветтуй Валентин кунĕ çинчен те манмарĕç ертÿçĕсем, çуралнă кунĕсене уявлакансене те саламларĕç. Сăмах май каласан, ветерансемпе пĕрле сцена çине педагогика ĕçĕсен ветеранĕ, Кĕтеснер ял тăрăхĕн пуçлăхĕ пулса ĕçленĕ О.Ивакова пĕр хатĕрленмесĕрех «На Байкале» юрă тухса юрларĕ. Унсăрăн епле-ха; Çак юрра юрлама Кĕтеснерсене вăл тахçан хăй вĕрентнĕ-çке, халĕ те юрлаççĕ ăна. Çавăнпа вăл юратнă юрра унăн юбилейне халалларăмăр. Кĕтеснер ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Егоров ăна парне парса чысларĕ, А.Иванов хитре чечек çыххи парнелерĕ. А.Палайтиене çулсерен ятарласа концертра вулама тесе сăвăсем шăрçалать. Кăçал та вăл çут çанталăка халалланă сăввине тухса вуларĕ. А.Иванов пуçарăвĕпе ветерансемпе пĕрле «Урам вăййи» лартрăмăр. Вăл ташланине пăхсан, никам та ăна пенсири çын тесе каламасть, яш каччăран та ирттерет. Çавăнпах ĕнтĕ куракансем тăвăллăн алă çупрĕç. Концерта Эçпепесемпе Кивĕ Шулхансем те хутшăнчĕç. Фестивале ертсе пыраканĕсем Л.Ломоносова, С.Скворцова тата педагогика ĕçĕн ветеранĕ А.Иванов пулчĕç. Тÿресем концерт лайăх пулнине палăртрĕç. Çакнах куракансем вĕçĕмсĕр тăвăллăн алă çупни те çирĕплетсе пачĕ.

Юлашкинчен концерта хутшăннă пур ял çыннисене, шкул ачисене тата вĕрентекенсене чĕререн тухакан тав сăмахĕсем калас кăмăл пур. Тата Чупай Культура çурчĕн директорне те сцена çине тухмалли кĕпесемпе тивĕçтернĕшĕн çав тери пысăк тав.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика