22 февраля 2013 г.
Вун виçĕ çул хушши Энĕшпуçĕнчи СССР спорт мастерĕсене - пĕр тăван Геннадийпе Юрий Ивановсене асăнса йĕлтĕр ăмăртăвĕ иртет. Ăмăрту 13 çул хушшинче ял картинчен тухса район тата республика шайне хăпарчĕ тесен те йăнăш пулмĕ. Ара çулсерен иртекен чупăва хутшăнакансем Чăваш Енри ялсемпе хуласенчен кăна мар, кÿршĕ Тутар Республикинчен те хапăл тума пуçларĕç. Çакна Хусан хулинчен ăмăртăва хутшăнма килнĕ Ю.Малуилов спорт мастерĕ хăй те тĕрлĕ çĕршыври ăмăртусенче пулса курнăскер, ял шайĕнче çакăн евĕр спорт уявне ирттерме тата йĕркелеме пĕлни Энĕшпуçсене чыс-хисеп кÿни çинчен калани те çирĕплетет.
Иртнĕ шăмат кун ирт тернĕ йĕлтĕрçĕсен ăмăртăвне Шупашкар, Канаш, Сĕнтĕрвăрри, Çĕрпÿ, Куславкка, Хусан, Васильево, Вăрмар, Тăвай, Элпуç, Мăнçырма, Кивĕ Вăрмар, Пинер, Кĕлкеш, Чупай, Тăрмăш, Çĕнçырма тата ытти хуласемпе поселок, ял тăрăхĕсенчен килнĕ спортсменсем хутшăнчĕç.
Йăлана кĕнĕ тăрăх спорт уявĕ хамăр ентешсене сума суса Энĕшпуçĕнче вăтам шкулта митингпа уçăлчĕ. Ăна шкулти Çар Мухтавĕн музейĕн руководителĕ, паллă тавра пĕлÿçĕ И.Криков уçрĕ.
Энĕшпуç ял тăрăхĕн пуçлăхĕ О.Иванов, Вăрмар район администрацийĕн организаципе контроль ĕçĕн пайĕн пуçлăхĕ Н.Павлов, Çĕнĕ Шупашкарти 2-мĕш номерлĕ ятарлă чаçĕн караул пуçлăхĕ Д.Горбушин, Вăрмарсен Шупашкарти ентешлĕхĕн вице-президенчĕ В.Нягин уяв ячĕпе саламларĕç.
Митинга хутшăннă вăрçă ветеранĕсемпе тыл ĕçченĕсем ял варринче вырнаçнă палăк умне, пĕр тăван Ивановсем çуралса ÿснĕ çурт çинчи Асăну хăми çине кĕлчечексем хучĕç, вăтам шкулти аслă классенче вĕренекенсемпе тата ялти тĕслĕх библиотекăра пуçламăш класри ачасемпе «Тăватă ăрури çыхăну» ятпа уçă уроксем ирттерчĕç, вăтам шкулти Çар Мухтавĕн музейĕнче пулчĕç.
Ăмăртăвăн аслă судйи Н.Изосимов спортсменсене ăмăрту йĕркипе паллаштарчĕ. Ун хыççăн йĕлтĕр ăмăртăвне хутшăнакансем 20 ушкăна пайланса ял хĕрринчи вăтам шкулăн стадионне пуçтарăнчĕç.
Старта чи малтанах VIP-йĕлтĕрçĕсем - организацисемпе предприяти ертÿçисем, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, шкул директорĕсем тухрĕç. 3 километрлă дистанцире арçынсем хушшинче Н.Павлов (Вăрмар) пĕрремĕш пулчĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене В.Лукинпа (Тăвай) О.Иванов (Энĕшпуç) пайларĕç.
Шкул çулне çитмен тата тĕрлĕ çулсенче çуралнă шкул ачисен ушкăнĕсенче В.Иванов, Н.Иванов, В.Васильев, Д.Александров (Пинер), К.Николаева, В.Иванов, Н.Васильев, Е.Сергеев, В.Павлова, А.Иванова (Энĕшпуç), А.Матвеев, О.Моисеева, О.Никифорова, А.Иванова (Элпуç, Тăвай районĕ), Д.Степанов, М.Алексеев, Д.Данилов, В.Конова, Л.Антипова, В.Николаева (Тăрмăш), Н.Артемьев, Н.Егорова (Чупай), А.Александров (Сĕнтĕрвăрри), С.Данилова, Т.Кузьмина, С.Матвеева (Кĕлкеш), А.Иванова (Канаш) çĕнтерÿçĕсем пулса тăчĕç.
18-70 тата аслăрах çулхи ушкăнсене кĕрекен спортсменсем тĕрлĕ километрлă дистанцисенче хăйсен вăйне тĕрĕслерĕç. Арçынсенчен - А.Егоров (Нăрваш), Д.Иварбеев, Д.Сорокин (Çĕнçырма), Н.Алексеев, Н.Георгиев (Тăрмăш), Э.Мясников (Кивĕ Вăрмар), В.Захаров (Куславкка), О.Мефодьев (Мăнçырма), Ю.Захаров (Чупай), В.Сидоров (Çĕнĕ Вĕренер), Н.Павлов (Чулкас), Г.Боредский (Пинер), Н.Алексеев (Сĕнтĕрвăрри), Н.Михайлов, В.Лирзай (Вăрмар), хĕрарăмсенчен - Л.Иванова, Д.Кузнецова (Энĕшпуç), А.Иванова (Сĕнтĕрвăрри), Е.Илларионова (Кивĕ Вăрмар), А.Никифорова (Ураскасси), Н.Максимова (Тăрмăш), Ф.Дасаева (Васильево хули) малти вырăнсене тухрĕç.
Çĕнтерÿçĕсене хаклă парнесем парса хавхалантарчĕç, Хисеп грамотисем наградăларĕç, медальсем парса чыс турĕç.