22 февраля 2013 г.
Район центрĕнче РФ Пенси фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕпе управленийĕсенче ĕçлекенсем хушшинче сывă пурнăç йĕркине пропагандăлас, тăтăшах физкультурăпа, спортпа интересленес тĕлĕшпе хĕллехи 5-мĕш физкультурăпа спорт Спартакиади иртрĕ.
Мероприятие хутшăнакансене РФ Пенси фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕн управляющийĕ Р.Кондратьева, Вăрмар район пуçлăхĕ - РФ Пенси фончĕн Вăрмар районĕнчи управленийĕн пуçлăхĕ М.Пуклаков, район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин саламларĕç, ăнăçлă стартсем, савăк-кăмăл сунчĕç. Стадион тулли йĕлтĕр тумĕ тăхăннă çын пухăнчĕ. Ăмăртăва республикăн тĕрлĕ кĕтесĕсенчен пуçтарăннă пурĕ 22 команда хутшăнчĕ. Район администрацийĕн ятарлă ĕçсен пайĕн начальникĕ Ю.Ефимов Спартакиадăн чăн-чăн спорт комментаторĕ пулчĕ, йĕлтĕрçĕсен чупăвне йĕрленĕ май хăйĕн çивĕч калаçăвĕпе вăл уява савăк кăмăл парнелерĕ, курма килнисене те ахаль тăратмарĕ - пуçĕсене шухăшлаттармалăх сăвăсем калаттарчĕ. Раççей пенси фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕн командин йышĕнче ЧР Пуçлăхĕн мăшăрĕ Лариса Юрьевна Игнатьева та йĕлтĕр çине тăчĕ, иккĕмĕш чупура пĕрремĕш чупса çитрĕ, пĕтĕмĕшле хаклавпа вара иккĕмĕш вырăн йышăнчĕ. Эстафетăра та хăйне майлă ăмăртрĕç Пенси фончĕн ĕçченĕсем, йĕлтĕр йĕрĕ çинче чĕркуçленсе алăсем çине таянса чупрĕç. Ахаль чухне курайăн-и вĕсене çакăн евĕр чупнине;
Спартакиадăн иккĕмĕш пайĕ «Илем» физкультурăпа спорт комплексĕнче иртрĕ. Кунта командăсем шывра маларах ишсе тухассишĕн ăмăртрĕç. РФ Пенси фончĕн Вăрмар районĕнчи Управленийĕн команди чи маттурри - пĕрремĕш пулчĕ. Çакăн евĕр тĕл пулусем ирттерни кунта ĕçлекенсене сывă пурнăç йĕркине тытса пыма хавхалантарса тăрать, малалла ĕçлеме вăй-хăват парать.