04 апреля 2015 г.

Юлашки çулсенче Вăрмар райповĕ - çĕнĕрен те çĕнĕ объектсем хута ярассипе тĕллевлĕ ĕçлет. Ял халăхĕшĕн тăрăшассине райпо хăйĕн тивĕçĕ тесе йышăннине кашни утăмрах курма пулать.
Акă иртнĕ кунсенче Кавал ялĕнче медицинăпа ветеринари пункчĕ уçăлнă. Уçнă çĕре Вăрмар райпо Канашĕн председателĕ С.Харитонов, унăн заместителĕ Е.Харитонова, Кавал ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Адюков, Чăвашпотребсоюзăн аслă провизорĕ Е.Кирпичникова, районсенчи ветеринари аптекисен заведующийĕсем, поставщиксем, ял халăхĕ хутшăннă. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Кавалта çакăн пек чаплă аптека уçнипе питĕ кăмăллă, унтан та ытларах ял çынни хĕпĕртет, уйрăмах çывăхри тутар ялĕсенчен килекенсем çав тери савăннă, вĕсем 5-6 ĕне таранах усраççĕ, тавар туянма ушкăнпах килеççĕ, чылай турттарса каяççĕ. Аптека тин кăна уçăлнă пулсан та ассортимент кунта пуян, чи кирлисем пĕтĕмпех пур. Кавал ялĕнче çамрăксенчен ытларах ватă çынсем пурăнаççĕ, вĕсемшĕн район центрне тепĕр чухне çитсе килме çăмăлах та мар. Медицинăпа ветеринари пунктне уçни вара пуриншĕн те савăнăçлă уяв. Малтанхи çулсенче Кавал ялĕнче 2000 ытла мăйракаллă шултра выльăх пулнă пулсан, паян 256 пуç ĕне, 3500 пуç кайăк-кĕшĕк, 350 пуç сысна, 970 пуç сурăх. Çак пункта ытларах халăх ыйтнипе ĕçлеттересшĕн, аптекăра мĕн çуккине кÿрсе килĕç. Т.Таратина аптекарь кашни клиента тараватлăн кĕтсе илет, таварсене сĕнме пĕлет, лайăх, кирлĕ эмел суйлама пулăшать. Кашни эмел хăйĕн вырăнне йышăннă, сентресем çинче илемлĕн курăнса лараççĕ. Паян Кавал ялĕнче халăха пурăнмалли пур условисем те çителĕклĕ: пĕтĕмĕшле практика врачăн офисĕ те, медицинăпа ветеринари аптеки те юнашар, çынсене тата мĕн кирлĕ? Райпо лавккине кĕрсен те мĕн кăна çук-ши унта: çăкăрĕ, канфечĕ, кăлпассийĕ, хатĕр чуста таранах пур, поселокри ытти лавккасенчен нимĕнпе те кая юлмасть.
Кавал ялне çитиччен, райпон ларусен залĕнче семинар-канашлу иртрĕ, тĕрлĕ ыйтусене сÿтсе яврĕç. Вăрмар райпо Канашĕн председателĕ С.Харитонов кăçалхи пурнăçламалли ĕç-хĕл çинче кĕскен чарăнса тăчĕ. Райпон ветеринари аптеки çулталăка аван пуçларĕ, çавăн пекех лайăх вĕçленессе шанас килет. Январь уйăхĕнче ветеринари аптеки 255 пин тенкĕ (115,91 процент), февраль уйăхĕнче - 306,4 пин тенкĕ (115,62 процент), март уйăхĕнче 324,7 пин тенкĕлĕх (98,39 процент) тавар сутнă. 2014 çулта ветеринари аптеки 3516,6 пин тенкĕлĕх (106,40 процент) сутă тунă. Кăтартусем пĕрре те япăх мар, малалла та вĕсене çакăн пекех тăрăшуллă та тупăшлă ĕçлеме сунатпăр. Предприятин коллективĕ те пуçлăхне кура пултаруллă та ĕçчен, пĕрле кар тăрса малашлăх тĕллевĕсем патне çирĕп утаççĕ, халăх ырăлăхĕшĕн нумай вăй хураççĕ. Çавăн пекех Чулхулапа Мускав облаçĕсенчен килнĕ поставщиксем хăйсен кашни таварĕпе тĕплĕн паллаштарнă, вĕсемпе еплерех усă курмаллине, кÿрсе килмеллине ăнлантарнă. Ветаптекăсен заведующийĕсем те пĕр-пĕрин ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕç. Хăйсен ĕçне чунтан парăннă чăн-чăн специалистсем ыйту хыççăн ыйту пачĕç, кашни вак-тĕвек вĕсене интереслентерет.
Унтан килнĕ хăнасем поселокри «Заря» тата «Новинка» райпо лавккисене, медицинăпа ветеринари аптекисене кĕрсе курнă. Çакăн йышши мероприятисем ирттерни, паллах, питĕ усăллă. Семинарсене хутшăнакансем пĕр-пĕринпе паллашаççĕ, пĕр-пĕринчен сĕнÿ-канаш ыйтаççĕ, пĕр-пĕрин опытне хаклаççĕ, çĕнĕлĕхсемпе интересленеççĕ, малалла та райпо системинче тăрăшакансем час-часах тĕлпулусене активлă хутшăнасса шанас килет. Пурне те вĕсене пĕр тĕллев пĕрлештерет - ял халăхне кирлĕ таварсемпе, тÿлевлĕ пулăшусемпе тивĕçтересси, çынсем райпона шанаççĕ пулсан, райпо системин малашлăх аталанăвĕ пысăк.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: Т.ВАЗЮКОВА.