АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çăкăрта вăй - çĕнĕ пурнăç çĕнтерĕвĕ

01 апреля 2015 г.

Çăкăрта вăй - çĕнĕ пурнăç çĕнтерĕвĕ

Çын пурнăçĕнче çăкăр пĕлтерĕшĕ çав тери пысăк. Вăл сĕтел çинче пулсан эпир пуян. Пурне те кирлĕ продуктпа нумай çулсем райпон «Вăрмарти çăкăр завочĕ» тулли мар яваплă общество тивĕçтерет.

Кунта хастар та пултаруллă, хăйсен ĕçне чунтанах парăннă çынсем вăй хураççĕ. Бухгалтеринче ĕçлекенсем пĕлтернĕ тăрăх пĕр уйăхра туса кăларнă продукцине сутса тупăш илни 1 миллион та 700 пин тенкĕпе танлашать. Кунне çăкăр, çăкăрпа булка изделийĕсем - 600, печени-премĕк - 300 килограмм пĕçерсе кăларса ăсатаççĕ, çавăн пекех аш-какайран 10 пин тенкĕлĕх çурма фабрикатсем хатĕрлесе çынсем патне çитереççĕ, унсăр пуçне кунне 100 килограмм пулă та тăварласа сутаççĕ. Хамăр таварпа вырăнти халăха тивĕçтерессишĕн А.Семенова, Н.Артюкова, Н.Степанова (ÿкерчĕк çинче), А.Кохнурова, Н.Матвеева, Т. Гурьева, Н.Ефремова, Л.Туймукова, Л.Иванова, С.Рябцева пекарьсем, А.Иванова хатĕр продукципе ĕçлекен, кондитер цехĕнчи Л.Петрова, Н.Терентьева, О.Кудряшова пĕçерсе кăларнă продуктсене йышăнса лавккасене ăсатакан И.Егорова вăй хураççĕ, вĕсен ĕçне йĕркелесе пыраканĕ А.Яковлева производство начальникĕ тăрăшса ĕçлеççĕ.

 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: А.НИКОЛАЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика