АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ветеран паян та стройра

22 февраля 2013 г.

Пирĕн ял пĕчĕккĕ пулсан та ятлă-сумлă паллă çынсемпе пуян. Ялти кашни çын çинчен нумай ырă сăмах калама пулать. Эпĕ вара 90 çулхи Аркадий Васильевич Петров ĕçĕ-хĕлĕпе, пурнăçĕпе паллаштарасшăн.

90 çул каялла çаврăнса пăхсан питех те вăрăм кун-çул. Мĕнле пулăмсем пулса иртмен-ши çак тапхăрта, мĕн çеç курман пулĕ хăйĕн ĕмĕрĕнче. Выçлăх, чухăн пурнăç.

Кивĕ Вăрмар каччипе, Хветĕрпе, Эçпепе хĕрĕ Татюк, Аркадий Васильевичăн ашшĕпе-амăшĕ, Çурçĕрте тĕл пулса паллашаççĕ, çемье çавăраççĕ. Ашшĕне салтака илсе кайсан амăшĕ Эçпепе ялне таврăнать.

«Анне мана пĕчченех çитĕнтернĕ, аттене астумастăп. Чухăн пурăннă эпир, пурăнмалли кил-çурт пулман, хам астăвасса та, мунчара та, çын патĕнче те пурăннă», - тет ветеран. Амăшĕ, Татюк аппа, шкулта ĕçленĕ, ывăлне те хăйĕнпе пĕрле илсе çÿренĕ.

Шкул çулне çитсен ытти ачасемпе пĕрлех шкула çÿренĕ. Вĕренÿре нихăçан та кайрисен ретĕнче пулман. 1937 çулта ялти шкула Хисеп грамотипе вĕренсе пĕтернĕ. Çав çулах Канашри педагогика училищине вĕренме кĕнĕ. Вĕренсе пĕтерсен Арапуçĕнчи, Çĕнĕ Вĕренерти шкулсенче ĕçленĕ. Вăрçă пуçлансан 1942 çулта хăйĕн ирĕкĕпе Тăван çĕршыва сыхлама фронта тухса каять. Вăрçă чарăнсан 1945 çулта Тăван яла таврăнать, мирлĕ ĕçе кÿленет.

Эçпепе хĕрĕпе, Мария Николаевна Николаевăпа, çемье çавăраççĕ. Виçĕ ывăлпа икĕ хĕр çуратса ÿстереççĕ, ачисене аслă пĕлÿ параççĕ. Аслă хĕрĕ, Роза Аркадьевна, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн журналистика факультетĕнчен вĕренсе тухнă. Шупашкар хулинче пурăнать, çемьеллĕ, мăшăрĕпе 2 хĕр çитĕнтернĕ, ывăлĕ Игорь Мускаври А.Жуковский ячĕллĕ сывлăш çар академине вĕренсе пĕтернĕ, çар полковникĕ. Рина Аркадьевна чăваш патшалăх педагогика институтне пĕтернĕ, Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ шкулта ачасене вĕрентет. Евгений, Чăваш патшалăх университечĕн строительство факультетне пĕтернĕ, халĕ Мускавра ĕçлесе пурăнать. Вадим вăхăтсăр çĕре кĕнĕ. Аркадий Васильевичăн туслă çемье: ачисем, мăнукĕсем, кĕçĕн мăнукĕсем ăна юратаççĕ, хисеплеççĕ, килсе çÿреççĕ, пурăнма вăй-хал хушаççĕ. Мăшăрĕ çĕре кĕнĕ хыççăн Аркадий Васильевич хĕрĕпе, Ринăпа, пурăнать.

90 çул тултарнă ятпа ăна район администрацийĕн организаципе контроль ĕçĕсен пайĕн начальникĕ Н.Павлов, халăха социаллă хÿтлĕх паракан пай пуçлăхĕ В.Иванов саламланă. РФ Президенчĕн саламлă çырăвне панă, район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин ячĕпе те чысланă. Кĕтеснер ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Егоров паллă кун ячĕпе саламланă. Ялти культура çурчĕ çумĕнчи пултарулăх ушкăнĕ юбиляра хăйсен юррисемпе савăнтарнă, парне парнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика