АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Унпа тĕл пулни - яланах асра

22 февраля 2013 г.

Иртнĕ ĕмĕрĕн 50-мĕш çулĕсенчех эпир те, Кĕтеснерти шкул ачисем, пĕтĕм район çыннисем пекех Совет Союзĕн Геройĕ Анатолий Казаков çинчен пурте илтнĕ, пĕлнĕ, вăл Вăрмар тăрăхĕн çынни пулнипе мăнаçланнă.

Пĕр хĕллехи кун эпĕ, пиллĕкмĕш класс ачи, халичченхи пекех уроксем хыççăн киле таврăнтăм. Пÿртре, сĕтел хушшинче, хăнасем лараççĕ - Клавти аппа, Маша аппа, Санькка аппа. Хăнасенчен пĕри, арçын, çар тумĕпе. Унăн кăкăрĕ çинчи Герой çăлтăрне курсассăнах эпĕ тавçăрса илтĕм - ку Анатолий Казаков летчик. Эпĕ çĕтсе кайса алăк патĕнчех тăратăп. Хăнасем ман çине пăхса шÿтлĕн кулкалама пуçларĕç. Анатолий Казаков мана чăвашлах: «Кил-ха, кил», - терĕ. Эпĕ çаплах хытса тăратăп. Вăл сĕтел хушшинчен тăрса тухрĕ те ман еннелле пĕр-икĕ утăм турĕ. Унăн çумĕнче çакăнса тăракан кортик илемлĕн курăнса кайрĕ.

Эпĕ нумаях пулмасть «Кортик» ятлă кĕнекене питĕ кăсăкланса вуласа тухнăччĕ. Манăн хăрани те, именни те иртсе кайрĕ, Анатолий Казаков умне пырса тăтăм. Эпĕ кортик çине куç илмесĕр пăхнипех пулĕ кортикне алла илсе йĕннинчен кăларчĕ те мана тыттарчĕ. Хумханса кайса йăлтăр-ялтăр ылтăн тĕслĕ, шĕвĕр вĕçлĕ чăн-чăн кортике нумайччен çавăркаласа пăхрăм. Хăнасем ман çине пăхса тата ытларах ăшшăнрах шавлама пуçларĕç. Çак самантра эпĕ хама пĕлĕте хăпарнă пек телейлĕн туйрăм.

Мĕнле килсе тухнă-ха вăрçă паттăрĕ Кĕтеснере, пирĕн патне?

Анатолий Казаковăн кукашшĕ, Василий Самохвалов, нумай çулсем хушши ют çĕрте пурăннă хыççăн XIX ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче çемйипех тăван ялне, Кĕтеснере, таврăнать. Çемьере виçĕ хĕр пулнă: Клавдия, Маша, Александра. Вĕсем яла киличчен чăвашла та пĕлмен, çи-пуçне пăхсассăн та вĕсем хуларан килни куçкĕретех пулнă. Василий Самохвалов тимĕрçĕ ĕçне пуçăнать. Çак ĕçре вăл хăйĕн пысăк ăсталăхне, пуçарулăхне кăтартать. Аслă хĕрĕ, Клавдия, ялти хĕрарăмсен шкулĕнче учительница пулса ĕçлет. Вăталăххи, Маша, çĕвĕç ĕçне пикенет. Кĕçĕнни, Александра, Киввăрмарсене, Семен Казакова качча тухать, виçĕ ача çуратать. Вĕсенчен пĕри - Анатолий - пулас Герой.

Яла таврăнсан Самохваловсене çĕр илсе çурт туса вырнаçма ялти пĕрремĕш учитель Яков Гаврилов (çак статьян авторĕн аслашшĕ) нумай пулăшать. Кайран та вĕсем пĕр-пĕринпе туслă-юлташлă пурăннă, вĕсен ачисем те туслă çыхăнăва пăрахман.

Пĕчĕккĕ чухне амăшĕпе, каярахпа пĕччен те Анатолий Кĕтеснере час-часах килсе çÿренĕ. Кунта унăн кÿршĕ ачи, Сергеев Петр, питех те çывăх юлташ пулнă. Вĕсем пĕрле Кĕтеснер урамĕсем, çырмисем тăрăх чупса çÿренĕ. Ял çумĕнчи вăрман вĕсемшĕн хулари парк пекех пулнă.

Çапла вара Совет Союзĕн Геройĕ Анатолий Казаков Кĕтеснерте хăнара пулнинчен нимĕн тĕлĕнмелли те çук. Эпир, Кĕтеснерсем, Герой ачалăхĕ пирĕн ялпа çыхăннăшăн савăнатпăр кăна, унăн ятне яланах ырăпа асăнса тăратпăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика