АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ячĕ манăçа тухмасть

22 февраля 2013 г.

Пирĕн районтан Аслă Отечественнăй вăрçăн Совет Союзĕн Геройĕ ятне илнĕ пĕртен-пĕр çын - Анатолий Семенович Казаков.

1923 çулта Кивĕ Вăрмар ялĕнче çуралнă. Ашшĕ, Семен Дмитриевич, Вăрмар станцийĕн Канашĕн председателĕ пулнă май вăл çуралнине 1924 çулта станцире çуралнă тесе çыртарнă. Пулас Герой Хĕрлĕ çара Вăрмар çар комиссариатĕнчен 1940 çулхи декабрьте кайнă. Малтан çар авиацийĕн Энгельсри шкулне (1942 ç.) пĕтернĕ. Аслă Отечественнăй вăрçăн вут-çулăмне 1943 çулхи март уйăхĕнче кĕнĕ. Воронеж, Украина фрончĕн 1-мĕш, 2-мĕш фрончĕсенче çапăçнă. Штурмлакан авиацин звено командирĕ 1945 çулхи май уйăхĕн тĕлне сывлăшри 150 çар операцине хутшăннă, 19 танк, 2 бронĕллĕ, 83 автомашина, тĕрлĕ груз турттаракан 62 лаша лавĕ, 23 зенитлă пулемет, горючи склачĕсем, чукун çул вакунĕсем, пăравуссем сирпĕтнĕ, сывлăшри çапăçура нимĕçсен Ю-87 2 самолетне çапса антарнă. Вăрçă хыççăн сывлăш-çар чаçĕсенче тĕрлĕ должноçсем йышăннă. Совет Союзĕн Геройĕ ята ăна 1946 çулхи майăн 15-мĕшĕнче панă. Совет Союзĕн Геройĕн медалĕсĕр пуçне Ленин, виçĕ хут Хĕрлĕ Ялав, Александр Невский, Отечествăлла вăрçăн I-мĕш степеньлĕ, Хĕрлĕ Çăлтăр (икĕ хут) орденĕсене, чылай медальсене тивĕçнĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика