АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Паттăрсем чыспа мухтава тивĕç

22 февраля 2013 г.

Февралĕн 15-мĕшĕнче Совет çарĕн пысăк мар ушкăнне Афганистанран илсе тухнăранпа 24 çул çитрĕ. Асăннă кун çĕршывĕпех, çав шутра пирĕн районта та, вăрçă ветеранĕсене сума суса, унта пуçĕсене хунă интернационалист-воинсене халалласа тĕрлĕ мероприятисем иртрĕç. Чи малтанах Вăрмар поселокĕнче вĕсене чысласа лартнă палăк умĕнче митинг пулчĕ.

Вăрçă суранĕ унти вут-çулăма кĕнисен, вĕсен çывăх çыннисен асĕнчен нихăçан та тухмасть. Афганистанри хирĕç-тăрăва хутшăннисем паянхи кун та питĕ туслă, вĕсемшĕн хĕç-пăшал тытса тăшмана хирĕç тăнă юлташĕсем тăвансем пекех.

Митинга Вăрмар район пуçлăхĕ М.Пуклаков, район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин, районти вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕ Ю.Соколов, Вăрмар хула тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕ С.Егоров, ЧР Çар ĕç комиссариачĕн Вăрмар тата Куславкка районĕсен пай пуçлăхĕ В.Ляшенко хутшăнчĕç, Афганистан вăрçине хутшăннă салтаксем çинчен ырă сăмахсем каларĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин пирĕн районтан çак хирĕç-тăрăва хутшăннă салтаксене шкул ачисемпе час-часах тĕл пулса калаçусем ирттерме, çавна май ачасенче тăван çĕршыв умĕнчи патриотизмла туйăмсене вăйлатма сĕнчĕ. 10 çула яхăн пынă вут-çулăма кĕнĕ пирĕн районти ентешсем чăваш ятне ямасăр çапăçнă.

Афганистанра улттăн пуçĕсене хунă, каярах сурансене пула пурнăçран уйрăлнисем те сахал мар. Митинга хутшăннисем вăрçăра вилнĕ чăваш салтакĕсене асăнса пĕр минут шăплăхра тăчĕç, палăк умне чечексем хучĕç. Шкул ачисем те пуçĕсене вăрçă хирĕнче хунă паттăрсене чысласа лартнă палăк умне симĕс чăрăш тураттисенчен тунă гирлянда хучĕç.

Палăк умĕнчи митинг хыççăн Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ вăтам шкулта патриотла юрă конкурсне хутшăнчĕç. Савăнăçлă лару-тăрура Афганистан вăрçине хутшăннă И.Данилов, В.Иванов, В.Бондарев «Афганистан вăрçин ветеранĕ» медалĕсене тивĕçрĕç. Раççей ДОСААФĕн Вăрмарти автошкулĕ, районти вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕ тата районти «Хĕрлĕ ялав» хаçат редакцийĕ йĕркеленипе Вăрмарти вăтам шкулта пневматикăлла пăшалтан тĕл перес енĕпе ăмăрту иртрĕ. Унта районти шкулсенче вĕренекен ачасен 14 ушкăнĕ, Афган вăрçин ветеранĕсем те хутшăнчĕç.

Тĕл перес енĕпе пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулсем хушшинче Кавалсем пĕрремĕш, Чулкас тата Шăхаль шкул командисем иккĕмĕш, Кĕтеснерсем виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç.

Районти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул командисем хушшинче Энĕшпуçсене çитекенни пулмарĕ, 96 очко пухса вĕсем пĕрремĕш пулчĕç, иккĕмĕш вырăна Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ, виççĕмĕшне Мăнçырмари вăтам шкул командисем тухрĕç. Афганистан вăрçине хутшăннă ветерансем хушшинче В.Ильин пĕрремĕш пулчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика