22 февраля 2013 г.
Акă Çĕршыв хÿтĕлевçин кунĕ те çитсе пырать, кашни çул пиншер çамрăк Раççей çарĕн ретне тăрать, хăйĕн Конституцире палăртнă тивĕçне пурнăçлать. Çĕршыв тăнăçлăхĕпе хÿтлĕхĕ вĕсенчен килет. Çывхаракан уявпа саламланă май кулленхи пурнăçри ыйтусем пирки те сăмах хускатасшăн.
Чăваш Республикин Çар ĕç комиссариачĕн Вăрмар тата Куславкка районĕсенчи пайĕн тĕллевĕсенчен пĕри вăл - хăйсен пурнăçне офицер должноçĕсенчи службăпа çыхăнтарас текен граждансене суйласа илесси, вĕсем çинчен калакан информацие хатĕрлесси.
Хальхи вăхăтра пирĕн пайра вĕренме илме хатĕр çар вĕрентÿ заведенийĕсен списокĕ пур. Раççей Федерацийĕн Оборона министерствин Шалти Çарсен çар вĕрентĕвĕн 38 тĕрлĕ заведенийĕсене пирĕн пайран 37 çамрăк кайма пултарать. Çар вĕрентĕвĕн заведенийĕсене вĕренме кĕрес текенсене пĕрлĕхлĕ патшалăх экзаменĕсен (тĕп предметсем математика тата вырăс чĕлхи) результачĕсем тăрăх, сывлăх тĕлĕшĕнчен еплерех хатĕр пулнине кура суйласа илеççĕ. Юлашки 4 çул министерство çар вĕрентĕвĕн заведенийĕсене кĕрекенсене суйламан. Халĕ вара офицерсем хатĕрлес ыйту çивĕчленсе пынă май çар вĕрентÿ заведенийĕсенче вĕренес текенсене суйласа илесси вăй илсе пырать.
Çамрăксем юридици пĕлĕвне илессишĕн тăрăшаççĕ, анчах та вĕсен йышĕ ытлашшипех. Аслă пĕлÿ илесси те аслă вĕрентÿ учрежденийĕсем чакса пынипе йывăрланса пырать. Çав вăхăтра вара аслă çар вĕрентÿ заведенийĕсем нумай лайăх енĕсемпе палăрса тăраççĕ:
- Курсантсене мĕн кирлипе йăлтах патшалăх тивĕçтерет:
- 2 курс вĕренсе пĕтернĕ хыççăн çар вĕрентĕвĕн заведенийĕсемпе контракт хатĕрлеççĕ. Курсантсем службăна контракт йĕркипе пурнăçлакан салтаксемпе танах çăмăллăхсемпе усă кураççĕ;
- вĕренÿре мĕнлерех ĕлкĕрсе пынине пăхмасăрах контракт тунă хыççăн вĕсем уйăхсерен 12-13 пин тенкĕ стипенди илеççĕ;
- çар вĕрентÿ заведенийĕнчен вĕренсе тухакан алла 2 специальноç илет. Çар специальноçĕпе пĕрлех çар службине пăрахса кайсан та çак ĕçпе ĕçлеме май паракан специальноç параççĕ;
- вĕренсе пĕтернĕ кашни курсанта ĕç вырăнĕпе тивĕçтереççĕ. Лейтенант уйăхсерен илекен ĕç укçи 35-40 пин тенкĕпе танлашать;
- контракт йĕркипе иккĕмĕш хутчен килĕшÿ тусан çар çыннин хваттер илме ирĕк пур.
Аслă çар вĕрентÿ заведенийĕсене вĕренме каяс текен 18-25 çулхи граждансен вĕренме кĕмелли йĕркепе паллашас, вĕрентÿ заведенийĕсем пирки тĕплĕнрех информаци илес тесен ЧР Çар ĕç комиссариачĕн Вăрмар тата Куславкка районĕсенчи пайне пымалла. Документсене йышăнасси, медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухасси майăн 20-мĕшĕччен иртет.
Унсăр пуçне ЧР Çар ĕç комиссариачĕн Вăрмар тата Куславкка районĕсен пайĕ çар службинче пулнă, ятарлă вăтам тата аслă пĕлÿ илмен граждансене çар вĕрентÿ заведенийĕсем çинче никĕсленсе тăракан сержант шкулĕсене вĕренме яма суйласа илет. Кунта 2 çул та 10 уйăх вĕренмелле. Çак вĕрентÿ учрежденийĕнчен вĕренсе тухсан ятарлă вăтам пĕлÿ илни çинчен калакан диплом параççĕ. Вĕреннĕ хушăра курсантсем контракт йĕркипе службăра тăракан салтаксен çăмăллăхĕсемпе усă кураççĕ.
Тĕплĕнрех информацие ЧР Çар ĕç комиссариачĕн Вăрмар тата Куславкка районĕсенчи пайĕн призыв уйрăмĕнче е 2-13-64 телефон номерĕпе шăнкăравласа ыйтса пĕлме пулать.