22 февраля 2013 г.
Район администрацийĕн ларусен залĕнче районти ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер), уйрăм хушма хуçалăхсен ертÿçисем хушшинче çурхи ака ĕçĕсем пуçланас умĕн районти агропромышленность комплексĕн 2012 çулхи ĕçне пĕтĕмлетсе, 2013 çулхи тĕллевсене палăртса канашлу иртрĕ.
Чи малтанах район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин ял хуçалăхĕнче палăрнă ĕçченсене чысларĕ. «Ямуков Г.Н.» хресчен (фермер) хуçалăхĕн пуçлăхĕ Геннадий Николаевич РФ ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотине, «Передовик» хуçалăхăн пуçлăхĕ В.Кандаков ЧР Пуçлăхĕн Тав çырăвне, «Вăтам Энĕш» хуçалăхĕнчи тĕп бухгалтерĕ Е.Иккишина ЧР ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотине, «Игнатьев А.И» хресчен (фермер) хуçалăхĕн пуçлăхĕ А.Игнатьев ЧР Пуçлăхĕн стипендиачĕн свидетельствине, «Урмарская» ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрикин коллективĕ 2012 çулта Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх ĕçченĕсен 9-мĕш спорт вăййисене активлă хутшăннăшăн, йĕркелеме пулăшнăшăн ЧР ял хуçалăх тата спортпа туризм министерствисен Тав çырăвне тивĕçрĕç.
Константин Владимирович канашлăва уçнă май районти ял хуçалăхăн тĕп тĕллевĕсенчен пĕри выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессине аталантарасси пулнине палăртрĕ. Агропромышленность комплексĕн 2012 çулхи ĕçсен пĕтĕмлетĕвĕсемпе тата 2013 çулхи тĕллевĕсемпе райадминистрацин ял хуçалăхĕпе экологи тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Д.Иванов паллаштарчĕ: «...2012 çулта районти пур категориллĕ хуçалăхсенче 26,2 пин тонна тĕш-тырă тата пăрçа йышши культурăсем пухса илнĕ. «Ямуков Г.Н.» хресчен (фермер) хуçалăхĕнче 290 гектар çĕр лаптăкĕ çинче 9,5 пин тонна çĕр улми пуçтарса илнĕ, пĕр гектартан илнĕ тухăç 328 центнерпа танлашнă. Ял хуçалăх предприятийĕсенче вăй хуракансен вăтам ĕç укçи 9 пин те 068 тенкĕпе танлашнă. Пирĕн яланах йывăрлăхсене çĕнтерме хатĕр пулмалла. Ял хуçалăхĕнче тăрăшакансене кăçалхи çур аки ĕçĕсене ирттерме ăнăçлă çанталăк условийĕсем сунатăп», - терĕ вăл хăйĕн калаçăвне вĕçленĕ май.
Ял хуçалăх таварĕсене туса илекенсене кÿрекен патшалăх пулăшăвĕн тĕп енĕсем çинчен ЧР ял хуçалăх министерствин финанспа кредит политикин пайĕн начальникĕ П.Просуков паллаштарчĕ. «2012 çулта пĕтĕмĕшле Чăваш Республикинчи ял хуçалăх таварĕсене туса илекенсене патшалăх пулăшăвĕ пама 2 млрд та 110 миллион укçа-тенкĕ уйăрнă пулнă. Кăçал та ăратлă выльăх-чĕрлĕх ĕрчетме, ÿсен-тăрансем, нумай çул ÿсекен курăксем çитĕнтерме, хими препарачĕсем, ял хуçалăх техникине туянма тата ыттисем валли те субсидисем уйăрма палăртнă. «Фермер ĕçне пуçăнакан», «Çемье фермерĕ» программăсем те малалла ĕçлеççĕ. Фермер ĕçне пуçăнаканăн хуçалăха регистрациленин срокĕ 2 çултан кая пулмалла мар», - терĕ вăл. Залра ларакансене сĕтшĕн паракан субсиди хакĕсем, туса илекен пĕр килограмм какайшăн та субсиди илес ыйтусем кăсăклантарчĕç.
Россельхознадзорăн Чăваш Республикинчи Управленийĕн руководителĕн заместителĕ Н.Романов «Чăваш Республикинчи вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем çĕр законодательствин ыйтăвĕсен тĕлĕшĕпе Россельхознадзорăн республикăри Управленийĕпе пĕрле çыхăнса ĕçлесси. Районсенчи фитосанитари лару-тăрăвĕ» ыйтупа паллаштарчĕ. 2013 çулта районти тĕрлĕ хуçалăхсенче çĕр законодательствине еплерех пăхăннине тĕрĕслес тĕллевпе 10 тĕрĕслев ирттерме планланă.
Россельхознадзорăн Чăваш Республикинчи Управленийĕн руководителĕн заместителĕ А.Андреев выльăх-чĕрлĕх чирĕсем çинчен ăнлантарчĕ, халăха çак чирсенчен сыхланмалли мелсемпе паллаштарчĕ.
Вăрлăхсене çурхи ака вăхăчĕ тĕлне еплерех хатĕрлесе çитермелли çинчен Россельхозцентрăн Чăваш Республикинчи филиалĕн руководителĕн заместителĕ А.Титова каласа пачĕ. Вăрмар районĕ çурхи ака ĕçĕсене хатĕрленес енĕпе пĕрремĕшсен йышĕнче пулнине палăртрĕ. «Пирĕн тĕллев ял хуçалăх таварĕсене туса илекенсене паха йышши вăрлăхпа усă курма пулăшасси. Вăрлăхсене фитоэкспертиза витĕр кăларса тĕрĕсленĕ хыççăн кăна акмалла. Типĕ çанталăка тÿсекен, ир çитĕнекен, пахалăхлă вăрăсемпе усă курмалла», - терĕ Алевтина Михайловна.
Çавăн пекех Россельхозбанкăн Вăрмарти хушма офисĕн управляющийĕ А.Максимова, Раççей Перекет банкĕн Çĕрпÿри уйрăмĕн Вăрмарти хушма офисĕн управляющийĕ С.Алжирова ял хуçалăхне аталанма пулăшакан кредит условийĕсемпе паллаштарчĕç.
Канашлăва Германи çĕршывĕнчи фермер хăйĕн ывăлĕпе пĕрле хутшăнни уйрăмах сĕм кĕртрĕ. Нимĕç фермерĕ Эрнст Август Мор хăйсен çĕршывĕнче ферма тытса тăрать, 1500 гектар çĕрпе тухăçлă ĕçлесе пурăнать, 100 пуç ĕне, 600 пуç вăкăр усрать. Анчах та Германире ял хуçалăхĕпе ĕçлеме çĕр сахалрах. Нимĕç çыннин Вăрмар районĕнчи визичĕн тĕллевĕ - кунта фермер хуçалăхне йĕркелесе аталантарасси.