АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăван ен ырлăхĕшĕн тăрăшса ĕçлер

22 февраля 2013 г.

Районта иртнĕ Пĕрлехи информаци кунне ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Г.Васильев, ЧР ял хуçалăх министрĕн заместителĕ Н.Виноградова, патшалăх статистикин федераллă службин Чăваш Республикинчи территори органĕсен пуçлăхĕн заместителĕ Л.Егорова, ЧР вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министерствин контроль тата надзор енĕпе ĕçлекен управленийĕн начальникĕ М.Федотов, ЧР Шалти ĕçсен министерствин управленийĕн начальникĕ И.Шумов, Вăрмар район пуçлăхĕ М.Пуклаков, Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин, заместителĕсем Ю.Соколов, А.Тихонов тата ытти яваплă çынсем хутшăннă. Пĕрлехи информаци кунĕн тĕп теми: Чăваш Республикин Пуçлăхĕн М.Игнатьевăн «Тăван ен ырлăхĕшĕн тăрăшса ĕçлер,саккуна пăхăнса таса чунпа пурăнар».

Информушкăн членĕсем чи малтанах райадминистрацин ларусен залĕнче чаплă лару-тăрура икĕ е ытларах ачаллă çемьесене амăшĕн капиталне илмелли сертификат пачĕç. Ăна 5 çемье тивĕçрĕ. Вĕренÿре, бизнесра, ăслăлăх, пултарулăх, производство, управлени ĕçĕ-хĕлĕнче, спортра курăмлă çитĕнÿсемпе палăрнă районти 6 яш-кĕрĕмпе хĕр упраçа Чăваш Ен Пуçлăхĕн М.Игнатьевăн ятарлă стипендине пани çинчен пĕлтерчĕç. Çак ятпа çамрăксене район пуçлăхĕ М.Пуклаков, район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин саламларĕç, малалла та çитĕнÿсем тума ăнăçусем сунчĕç.

Пĕрлехи информаци кунне килнĕ яваплă çынсем ушкăнсем çине пайланса Шăхаль, Арапуç, Энĕшпуç, Тикаш ял тăрăхĕсене çитсе курчĕç, вырăнти халăхпа тĕл пулчĕç.

Н.Виноградова ертсе пыракан ушкăн Шăхальти ял тăрăхне çитсе вырăнти халăхпа тĕл пулнă. ЧР Пуçлăхĕн М.Игнатьевăн Патшалăх Канашне янă Çырăвĕпе паллаштарнă. Çырăва тишкернĕ май Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин районта та халăхăн пурнăç шайне лайăхлатасссипе курăмлă ĕçсем туса ирттернипе паллаштарнă. Вак тата вăтам предпринимательлĕх аталанса пынă май çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркеленеççĕ. Çавăн пекех калаçу «АПК аталанăвĕ» наци проекчĕ районта мĕнлерех шайра пурнăçланса пыни, бюджет сферинче вăй хуракансен ĕç укçи, тавралăха упрамалли, экологи хăрушсăрлăхĕ тавра пынă. Информушкăнăн яваплă çыннисем ял тăрăхĕн администрацийĕн, вырăнти фельдшерпа акушер пункчĕн ĕçĕ-хĕлĕпе те паллашнă.

М.Федотов ертсе пыракан ушкăн Тикаш ял тăрăхне çитсе курнă, ял администрацийĕн, культура учрежденийĕн, тĕп шкулăн ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă. Вĕрентекенсен коллективĕпе тĕл пулса ЧР Пуçлăхĕ М.Игнатьев Патшалăх Канашне янă Çырăвне сÿтсе явнă. Çавăн пекех вырăнти демографи лару-тăрăвĕ, ял çамрăкĕсен канăвне йĕркелес, çамрăк ăрăва ырă, сывă пурнăç йĕркине тытса пыма пулăшас ыйтусене пăхса тухнă. «Вĕрентекенĕн ачана пахалăхлă пĕлÿ парассипе пĕрлех воспитани ĕçне те вăйлатни кирлĕ. Çак ĕçе çемьерен пуçласа шкултан вĕренсе тухичченех пурнăçласа пымалла. Ачасене тĕрĕс воспитани парассипе вĕрентекенсен ашшĕ-амăшĕсемпе те тачă çыхăнура ĕçлемелле», - терĕ М.Федотов. Çивĕч ыйтусене шкул, ял тăрăхĕн администрацийĕ, культура учрежденийĕ пĕрле татса памалли çинчен те пулчĕ калаçу. Пĕрлехи информаци кунĕ çавăн пекех Энĕшпуç, Арапуç ял тăрăхĕсенче те иртрĕ. Информушкăнсем асăннă ял тăрăхĕсенчи социокультура объекчĕсенче пулса курчĕç, вырăнти халăхпа актуаллă ыйтусене сÿтсе яврĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика