АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ветерансем сахаллансах пыраççĕ

28 марта 2015 г.

Ветерансем сахаллансах пыраççĕ

Кашни çулах, майăн 9-мĕшĕнче, Çĕнтерÿ кунне уявлама вăрçă хирĕнче пуç хунă салтаксене асăнса лартнă палăк умне ачасем, ялти çынсем, вăрçăпа ĕç ветеранĕсем пухăнаççĕ. Вĕсен хушшинче пĕр хисеплĕ мăшăр, иккĕшĕ те Энтриялĕнчи ĕç ветеранĕсем - Мария Михайловнăпа Алексей Никонович Никоновсем - кăкăр çине юбилей медалĕсем çакса майĕпен утса килетчĕç.

Алексей Никонович яланах вăрçă вăхăтĕнчи йывăр пурнăçа тÿссе, чăтса ирттерни çинчен каласа кăтартатчĕ, ачасене пурнăçа юратма, Тăван çĕршыва упрама ырлăх-сывлăх сунатчĕ. Пĕтĕм чĕререн шел пулин те кăçал, Аслă Çĕнтерĕве 70 çул çитнине вĕсемсĕрех уявлама лекет, çак чаплă пулăмпа кăларнă юбилей медалĕсене те вĕсен кăкăрĕсем çине çакса яраймăпăр. Вĕсем иккĕшĕ те пирĕнтен уйрăлса кайрĕç. Малтан Мария Михайловна, 2014 çулхи октябрĕн 11-мĕшĕнче, хĕрĕх кунĕ иртсен - 2015 çулхи январĕн 12-мĕшĕнче Алексей Никонович. Вĕсем пĕр-пĕрне савса, упраса 65 çул пурăннă. Пурнăçра тем те пулать, анчах та пур йывăрлăха та пĕрле çĕнтерсе, пурнăç çулĕпе пĕр такăнмасăр малтан-мала утнă. Ахальтен мар ĕнтĕ вĕсене 2012 çулхи июнь уйăхĕн 23-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн М.Игнатьев Указĕпе çак хисеплĕ мăшăра «Юратупа шанчăклăх» орденпа наградăланă. Нумай çул пĕрле пурăннă хыççăн, пĕри уйрăлса кайсан, пĕччен пурăнма питĕ йывăр, çавăнпа та иккĕшĕ çÿлти патшалăхра та пĕрле пулас терĕç пулĕ çав.

Мартăн 29-мĕшĕнче пурăннă пулсан икĕ хĕрĕн ашшĕ, мăнукĕсен кукашшĕ, 86 çул тултаратчĕ. Кукашшĕпе кукамăшĕ Валерий мăнукĕн пĕчĕк пепкипе те савăнса юлаймарĕç. Алексей Никонович Вăрманкас ?халĕ Энтрияль% ялĕнче 1929 çулта çуралнă. Энтриялĕнчи çичĕ çул вĕренмелли шкула лайăх паллăсемпе вĕренсе пĕтернĕ, 1943-1946 çулсенче Çĕрпÿри фельдшерсен шкулне ăнăçлă вĕренсе тухнă хыççăн, Энтриялĕнчи фельдшер пунктĕнче ĕçлеме пуçланă. 1949-1953 çулсенче каччă Инçет Хĕвелтухăçне Русская Островка хулинче çар службинче тăнă. Фельдшер аслă санинструктор пулса, çыран хĕррине хураллакансен тинĕс çар госпиталĕнче ĕçленĕ. Салтакран таврăнсан хăйĕн ĕçне тепĕр хут кÿлĕннĕ. Вăл вăхăтра уйрăм çурт та пулман, çамрăк фельдшер тăрăшнипе 1954 çулхи сентябрĕн 15-мĕшĕнче кирпĕчрен çĕнĕ фельдшер пункчĕ туса лартаççĕ. Çак çурт 60 çул хушши чирлĕ çынсене йышăнать. Çав йывăр çулсенче трахома чирĕ питĕ анлă сарăлнă, чире çĕнтерес тесе кунне-çĕрне пĕлмесĕр ĕçлеме тивнĕ. Нумай çул хушши Пăртас больницинче вăй хунă, тивĕçлĕ канăва кайсан та Пысăк Енккассинчи участокри больницăра икĕ çул тăрăшса ĕçленĕ. Унăн ĕç стажĕ 45 çултан та иртнĕ. Хăйĕн пархатарлă ĕçĕсемшĕн вăл РСФСР Хĕрлĕ Хĕресĕн, ДОСААФĕн, КПСС райкомĕн, Вăрмар районĕн ĕç тăвакан район больницин профсоюз комитечĕн тата ытти нумай-нумай Хисеп грамотисемпе Тав çырăвĕсем илме тивĕçлĕ пулнă.

Мария Михайловна хăйĕн пĕрремĕш медальне вăрçă вăхăтĕнче ырми-канми ĕçленĕшĕн 19 çултах илме тивĕçнĕ. Унсăр пуçне ытти пилĕк юбилей медалĕсемпе юнашар «Ĕç ветеранĕ» медаль те хисеплĕн çакăнса тăратчĕ. Мария Михайловна вăрçă çулĕсенче те, кайран «Динамо» колхозра, XXV партсъезд ячĕпе хисепленекен совхозра учетчица, экономист, Пысăк Енккассинчи ял совечĕн секретарĕ пулса яланах тăрăшса, ĕçе чунтан парăнса ĕçленĕ. Тивĕçлĕ канăва кайсан та пилĕк çул Энтриялĕнчи фельдшерпа акушер пунктĕнче санитаркăра тăрăшнă.

Ашшĕ çулĕпе кайса аслă хĕрĕ Августина Алексеевна Михайлова та врач профессине вĕренсе тухса Пысăк Енккассинчи участокри больницăра тĕп врач пулса 25 çул ĕçленĕ, паянхи кун офис врачĕ пулса тăрăшать. Валерий мăнукĕ реаниматолог-анестезиолог, кинĕ Лиана эндокринолог пулса Чулхулара çынсене сыватаççĕ. Халăхăн сывлăх хуралĕнче ĕçлекен çемье династийĕн ĕç стажĕ 90 çула та çитет ĕнтĕ.

Кĕçĕн хĕрĕ, Нина Алексеевна, И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтĕнчен вĕренсе тухса 36 çул хушши Çĕрпÿ хулинче шкул-интернатра учитель пулса ĕçлет. Вăл «Ĕç ветеранĕ» ята тивĕçнĕ.

Вĕсен Анастасия мăнукĕ И.Н.Ульянов ячĕллĕ университетран вĕренсе тухнă, ют çĕршыв чĕлхинчен куçаракан пулса ĕçлет, «Ăнăçу чĕлхи» ятлă шкулта студентсене вĕрентет.

Алексей Никоновичпа Мария Михайловнăн çутă сăнĕсем, вĕсем вĕрентсе хăварнă сăмахĕсем яланах пирĕн асра юлĕç.

 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: З.ГРИГОРЬЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика